19 апреля 2019 г.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра хатĕрленсе пахалăхлă, кĕске сроксенче ирттересси яланах пысăк яваплăхпа çыхăннă. Çакна тĕпе хурса районта çурхи ака-суха умĕн çулленех пĕр-пĕр хуçалăхра канашлу йĕркелеççĕ. Хальхинче вăл Кармалти В.Г.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче (сăн ÿкерчĕкре) иртнĕ. Çак тĕллевпе унти автомехпарка ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем пухăннă.
Канашлăва уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районăн 2019 çулхи пĕрремĕш кварталти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсемпе кĕскен паллаштарнă, кăçалхи çуракине хатĕрленсе ирттерес ĕçри хăш-пĕр çивĕч ыйтусене кăтартса панă. ХФХ пуçлăхĕ Валерий Грачев тата Геннадий Степанов агроном канашлăва хутшăннисене фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçалхи уй-хир ĕçĕсен планĕсемпе, çĕнĕ техникăпа тата уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси епле пулса пынипе паллаштарнă.
Хресчен-фермер хуçалăхĕ кăçал ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 1080 гектар çинче туса илме планлать, çак шутран 835 гектарĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем пулĕç. 300 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене хăй хальлĕн акса хăварма палăртаççĕ. Çаксене валли техника хатĕр, юсавлă, кадрсем çитеççĕ. 160 тонна аммиак селитри, 15 тонна карбамид тата 120 тонна элита репродукциллĕ урпа туяннă.
Кăçалхи çуракине лайăх хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ял хуçалăх организацийĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсемпе АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов паллаштарнă. «Ку вăхăт тĕлне хуçалăхсен 2114 тонна (кирлĕ хисепĕн 98 проценчĕ чухлĕ) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсем пур. Ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи тĕш тырă культурисен 530 тонна, кукурузăн 3 тонна элита вăрлăхĕсене туяннă. 472 тонна (кирлинчен 33 процентне) минераллă удобренисем, 286 тонна (80 процент) çунтармалли тата сĕрмелли япаласем хатĕр-лесе хунă. 19 млн та 158 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. Ку вăхăт тĕлне 160 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарнă тата сÿрелесе нÿрĕк хупланă.
Николай Краснов çавăн пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăрасси, вĕсене диспансеризаци кăларасси тата ĕçлев сыхлавĕ çине тимлĕх хумаллине кăтартса панă.
ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева ака лаптăкĕсене страхлас, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ-пе тивĕçтерес ыйтусене хускатнă, апрелĕн 15-мĕшĕнче ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк капашлă хуçалăхсене пулăшассипе конкурссем пулассине пĕлтернĕ.
ЧР Гостехнадзор инспек-цийĕн начальникĕ Сергей Вязовский ял хуçалăх техникипе усă курнă чухне пушартан сыхланса пурнăçламалли профилактика ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă, çуркунне иртнĕ çулхи кивĕ курăксене çунтарасран сыхланма кирлине асăрхаттарнă. Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ Александр Семенов техника тĕрĕслевĕ епле пыни тата çавна май пулакан çитменлĕх-сем çинчен каласа панă.
«Россельхозцентрăн» Тăвайри филиалăн агрономĕ Татьяна Совина кăçалхи çуракинче акса тумалли вăрлăх пахалăхĕпе тата ял хуçалăх культурисен чир-чĕрĕпе сăтăрçисен фитосанитари прогнозĕпе паллаштарнă.