АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страховани фончĕн кунĕнче

19 апреля 2019 г.

Страховани фончĕн кунĕнче

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче районта Социаллă страховани фончĕн кунĕ иртнĕ. Мероприяти шайĕнче Раççей Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн пай начальникĕн çумĕ О.Д.Мороз инвалид ачасен ашшĕ-амăшĕпе тата общество организацийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă, инвалидсене реабилитаци техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, ыйтусем çине уçăмлă хуравсем панă.

Райадминистрацин залĕнче районти страховательсемпе йĕркеленĕ семинарта страховани взносне вăхăтра тÿлесси, страхланнă граждансен ĕçлев сыхлавне, тĕп ĕç-хĕлне çирĕплетме пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе ?ЕПГУ% усă курасси, РФ Социаллă страховани фончĕн «Прямые выплаты» пилотлă проекчĕ, производствăра инкек тÿсессинчен сыхланасси, професси чирĕсемпе чирлессинчен асăрханасси пирки калаçу пулнă. Тĕлпулăва пай пуçлăхĕсем Д.А.Лукияновпа А.В.Эвриков, пай пуçлăхĕн çумĕ А.В.Куракина хутшăннă ?сăн ÿкерчĕкре%.

Фондăн регионти уйрăмĕн специалисчĕ О.Ю.Арсентьева Тăвайри тĕп больницăн ĕçченĕсемпе семинар йĕркеленĕ. Çын ĕçлеме пултарайманнин электрон листине ?больничнăйне% йĕркелессин, реабилитаци техникин хатĕрĕсемпе, санитарипе курорт путевкисемпе тивĕçтерес, эмелсемпе медицина хатĕрĕсем туяннăшăн укçа-тенкĕпе саплаштарас йĕркесем çинчен калаçнă, пулас амăшĕсем валли консультаци сехечĕ ирттернĕ. Юлашкинчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика