АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр фестивалĕнче

19 апреля 2019 г.

Театр фестивалĕнче

Раççей Федерацийĕнче Театр çулталăкĕ пырать. Ăна халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн районти халăх театрĕсемпе ялсенчи драмкружок коллективĕсем «Театр çуркунни» фестивальте активлăх кăтартнă.

Уяв программине Тăвайри халăх театрĕ уçнă. Ку коллектива Н.Никифорова режиссер хатĕрленĕ. Вырăнти артистсем А.Никитина хаçатçăн икĕ курăнуллă «Ашкăнчăк инкесем» ятлă камитне сцена çине кăларнă. Н.Сидоровăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Паллашрĕç» инсценировкăна Тĕмерти культура çурчĕ çумĕнчи драмкружок членĕсем (ертÿçи И.Краснова) вылянă. Енĕшнăрвашсем (режиссерĕ Зоя Васильева) «Çамрăклăх элексирĕ» инсценировкăпа паллаштарнă. Чутейсем те театр кунне куракансемпе пĕрле ирттернĕ, Н.Тимофеева пуçарнипе «Юрату юрлаттарать» постановкăна вылянă ялти артистсем. Тăрмăшран килнĕ сцена ăстисем (ертÿçи - Е.Матросова) «Туй икерчи» курăнупа çынсен кăмăлне çĕкленĕ. Мучарти Г.Шакшина хатĕрленĕ «Ох, уж эти бабушки» вырăсла постановкăна та хĕпĕртесе пăхнă залрисем, артистсене тăвăллăн алă çупса тав тунă. «Театр çуркунни» фестиваль А.Никитина журналист çырнă «Вĕрентеççĕ арăмсем» камичĕпе вĕçленнĕ. Ăна Л.Соловьева ертсе пынипе аван вылянă Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи драмкружок коллективĕ, залра ахăлтатса кулни кăна илтĕн-се тăнă пĕр хушă.

Сцена çине тухнă артистсене пурне те, пьесăсен авторне те Дипломсемпе Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă фестивальте.

«Культура министерстви умне гастроль ĕçне анлăлатма, хамăр республикăри кашни хулапа районта, кашни пысăк тата пĕчĕк салапа ялта спектакльсем кăтартассине йĕркелеме тĕллев лартатăп. Театр çулталăкĕ чăн-чăн культура марафонне пуçарса ямалла»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика