12 апреля 2019 г.

Тăвайри культура çуртĕн-че кăçалхипе çиччĕмĕш хут «Тăвай пики» конкурс иртрĕ. Асăннă тупăшăва районти чи хитре те пултаруллă пикесем хутшăнчĕç. Ку мероприятие чăвашсен халăх культурине аталантарас, чĕлхемĕ-ре упрас тата ырă йăла-йĕр-кесене çамрăксем хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе ирттереççĕ.
Пысăк сцена çинче ятуллă чăваш тумне тăхăннă хĕрсем юмахсенчи асамлă сăнарсем евĕр курăнаççĕ. Тăвай хĕрĕсем хитрине пурте палăртаççĕ пулин те, сцена çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартма кашни чиперуках хăяймасть-ха. Тулли зал умне тухиччен хатĕрленÿ тапхăрне чăтса ирттерес пулать, сцена çинчен ăсталăха тĕрлĕ енлĕ кăтартмалла, хальхи техника хатĕрĕсемпе усă курса видеосем те хатĕрлемелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке мероприятие хутшăнакансене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Кивĕ Пуянкассинчи Александра Захарова, Тĕмерти Кристина Краснова, Тăвайри Лилия Владимирова, Улянкăри Наталья Алексеева, Тăрмăшри Диана Табакова, Енĕш Нăрвашри Юлия Ахметова, Тушкилти Мария Камасева тупăшăвăн пĕрремĕш самантĕн-ченех çĕнтерес тĕллев тытса мĕн вĕçне çитиччен ăна пурнăçлама ăнтăлчĕç, чăваш хĕрĕсем хăюллă, çирĕп, ĕçчен пулнине çирĕплетрĕç.
Район пикисем хăйсене кирек епле подиумра та çÿллĕ шайра тытма пултарнине кăтартрĕç. Капăр тумлăскерсем кĕвĕ çеммипе килĕшÿл- лĕ утрĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç. Ку ĕçре вĕсене яш каччăсем пулăшрĕç.
Иккĕмĕш тупăшу вăл - куракансене хăйсемпе паллаштарни. Кунта кашни хăйĕн тавракурăмне, юратнă ĕçне, çемйине кăтартма тăрăшрĕ. Çуралнă ял, Тăван çĕршыв çинчен те хавхаланса каларĕç хĕрсем. Шăпах çак конкурсра паянхи чăваш хĕрĕн аталанăвĕ яр-уççăн курăнчĕ. Хальхи техника хатĕрĕсемпе усă курни капăр наци тумĕпе акăш евĕр ярăнса тухакан кашни пикепех тĕплĕн паллашма май пачĕ.
Пултарулăх конкурсĕнче вара кашниех ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕ. Ку тупăшу вăхăт калăпăшĕпе виçеллĕ пулин те, юрласа, ташласа, театрализацилесе хитрелетме ĕлкĕрчĕç номерсене хĕрсем. Тус-тантăшĕсем пысăк ушкăнсемпе сцена çине тухни те, паллах, мероприятие илем кÿчĕ.
Тăваттăмĕш ĕç - чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлесе килсе, ăна илемлĕ кăтартасси. Кунта жюри пайташĕ-сене пурте техĕмлĕ апатпа сăйларĕç, халăх сăмахлăхĕ те, уяв юрри-ташши те пуянлатрĕ ку конкурса.
Юлашки задание пурнăç-лама пурте пĕр харăс тухрĕç - наци тумĕ тăхăннăскерсем сцена тăрăх ятуллăн утрĕç тата чăваш ташшине хитре ташларĕç. Жюри членĕсене, паллах, чи чипер те пултаруллă пикене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Балсемпе шутласан та, конкурс тăршшĕпех вĕсем пĕр-пĕринпе çывăх пычĕç.
Итогсене пĕтĕмлетнĕ хыç-çăн Лилия Владимирова (Тăвай ялĕ) мала тухни палăрчĕ, вăл «Тăвай пики - 2019» пулса тăчĕ. Сăмах май, Лилия шкулта вĕреннĕ чухнех юрă-ташăри маттурлăхне район, республика, регион шайĕнчи конкурссенче кăтартнă. Лауреат ятне, дипломсене тивĕçнĕ. Халĕ Чăваш патшалăх культура институчĕн 1-мĕш курс студентки. Унпа пĕр шайрах тенĕ пек пынă Пуянкасси ялĕнчи Александра Захарова «Вице Тăвай пики-2019» ята тивĕçрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тус-тантăшĕсемпе кăна мар, пĕртăвансемпе те пĕрре мар сцена çине тухрĕç.
Наталья Алексеева çамрăк вĕрентекен «Куракансем кăмăлланă пике» пулса тăчĕ. «Ăслă пике», «Пултаруллă пике», «Хÿхĕм пике», «Çепĕç пике» ятсене тивĕçрĕç ытти конкурсанткăсем. Мероприяти вăхăтĕнчи онлайн-сасăлавра Енĕш Нăрвашри Юлия Ахметова мала тухни палăрчĕ, ăна Чăваш наци конгресĕн Тăвайри уйрăмĕн пайташĕ Арина Алексеева «Тăвай пики-2019» логотиплă сехетпе чысларĕ.
Кашни хĕр-упраç валли асăнмалăх парнесем, лентăсем, дипломсем хатĕр-лесе хунă йĕркелÿçĕсем, çĕнтерÿçĕне тĕлĕнмелле хитре тухья парнеленĕ.
Уяв каçне чăваш артисчĕсем Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Андрей Смирнов, Виталий Адюков хутшăнчĕç, куракансен кăмăлĕсене çĕклентерчĕç. Конкурса ăнăçлă хатĕр-лесе ирттернинче Тăвай шку- лĕнчи çамрăк педагогăн Марина Васильеван та тÿпи пысăк. Конкурса йĕркелекен Тăвай районĕнчи «Пĕрлештернĕ клубсен системи» учреждени жюри пайташĕсене, сатур пикесене, вĕсен тус-тăванĕсене, çамрăксене, районти пултарулăх ушкăнĕсене, «Тăвайри кооператив» потребобществăна, уйрăм юрăçсене, куракансене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем сунать.