05 апреля 2019 г.

Йĕрке хуралĕ хĕрарăм сăн-сăпатне йышăннине хăнăхнă эпир. Вăйсăррине хÿтĕлесси арçын тивĕçĕ пек туйăнать кăна паян, черчен чунлă хĕр-хĕрарăм та тăрăшать яваплă çак ĕçре. Саккун хуралĕнче те, республикăри 26 прокурор хушшинче те пур юбкăлли. Ан тив, хальлĕхе вăл Чăваш Енри пĕртен-пĕр хĕрарăм прокурор пултăр, çапах та тăрăшуллă та ĕçчен, харсăр та патвар.
Оксана Ястребова Тăвай районĕн прокурорĕн тивĕçне 2012 çултанпа пурнăçлать. Право хуралçин ĕçне Етĕрне районĕн прокуратурин следователĕнче пуçăннă вăл. Каярах Шупашкарти Калинин районĕнчи прокуратурăра ĕçленĕ. «Чи лайăх следователь» ята тивĕçнĕскере 2001 çулта экономика преступленийĕсене уçăмлатмашкăн Генеральнăй прокуратурăн следстви ушкăнне илнĕ. Виçĕ çултан вăл Мускавран тăван тăрăха таврăннă. Республикăри прокуратура органĕсем саккуна пăхăннине тĕрĕслекен уйрăмра, каярах Уголовлă тата процессуаллă, оперативлă шырав ĕçĕн уйрăмĕн аслă прокурорĕн- че тăрăшнă.
Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралнă Оксана Геннадьевна. Ултă çула çитсен шкул сукмакне такăрлатма пуçланă. Ашшĕ Геннадий Владимирович ачасене историпе общество вĕрентнĕ. Амăшĕ Ираида Никандровна хими урокĕсем ирттернĕ. Паллах, тăрăшса вĕреннĕ Ястребовсен аслă хĕрĕ. Ашшĕ-амăшĕн ырă ятне варалас марччĕ тенĕ. Шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă.
-Аттен те, аннен те урокĕ-сем килĕшетчĕç. Химипе районти олимпиадăра та малти вырăна тухнăччĕ. Республика шайĕнчи ăмăртăва та хутшăннăччĕ. Вырăс чĕлхипе литератури пĕлĕвне те район шайĕнчи тупăшура пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Физикăна та аванах тĕшмĕртнĕ темелле. Атте каярах шкул директорĕн-че тăрăшрĕ. Уроксене хăйне май ирттеретчĕ вăл. Шухăшлама, çын умне тухса калаçма хăнăхтаратчĕ. Çапах та гуманитари предмечĕсем ытларах кăчăк туртатчĕç, çавăнпах юриспруденци еннелле туртăнтăм та. Ростоври патшалăх университетне кайма шухăш çуралчĕ,-каласа парать Оксана Геннадьевна.
Анчах ун чухне юридици факультетне шкул хыççăн тÿрех илмен, 2 çул стаж кирлĕ пулнă. Çапла çамрăк хĕр заводра вăй хунă. Палăртнă тапхăр иртсен Шупашкарта историпе экзамен тытнă та ĕмĕтленнĕ пекех студент пулса тăнă.
-Елчĕкрен Ростова çитме малтан Шупашкара килеттĕм, унтан самолетпа вĕçеттĕм. Малтанхи çул тăтăшрах килет-тĕм тăван яла. Билет - 31, стипенди 40 тенкĕччĕ. Вăхăт иртнĕ май ют хулана та хăнăхнă, паллах. Пысăк уявсене, каникулсене кăна çитеттĕм.
Студент пурнăçĕ кăсăк-лă. Иккĕмĕш смена вĕренет-тĕмĕр. Питĕ меллĕччĕ. Ирхине тăраниччен çывăрма та, вулавăша кайса занятие хатĕрленме те вăхăт çителĕ-клĕччĕ. Пĕрле вĕреннĕ туссемпе халĕ те çыхăну тытатпăр. Чылайăшĕ прокурорта, адвокатра, судьяра ĕçлет. Виçĕ-тăватă çулта пĕрре курнăçатпăрах, малтанхи вăхăтра ытларахчĕ те.
Диплом илсе таврăннă куна та ас тăватăп. Аттепе анне савăннăччĕ. Тăвансене те пухнăччĕ кĕрекене. Тавах, пурăнаççĕ çывăх çыннăмсем. Уйăхра пĕрре те пулин кайса килетĕпех тăван киле,-малалла паллаштарать кун-çулĕпе Тăвай район прокурорĕ.
Çулсем иртнĕ, студент пурнăçĕ вĕçленнĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ Елчĕк пикин ĕç опытне пухма вăхăт çитнĕ. Етĕрне районĕнчи прокуратурăра следователь вакансийĕ тупăннă ун валли. «Пултаратăн, хĕрĕм, нимĕнрен те ан хăра»,-ăс парса вăй-хал хушнă ашшĕ. Ĕçе тухнă-тухман 13 уголовлă ĕç тыттарнă ăна. Мĕнрен пуçламалла? Епле йĕркелемелле?
-Тамара Шурыгина прокурорччĕ ун чухне. Вăл нумай вĕрентнĕ. Протоколсене епле çырмаллине, тĕрĕслевсене епле ирттермеллине ăнлантаратчĕ. Тĕрлĕ уголовлă ĕç тишкерме тиветчĕ. Икĕ, виçĕ çын вĕлернĕ тĕслĕх нумайччĕ. Çĕмĕрлери инкеке ас тăватăп. Пĕр çемьене вĕлернĕччĕ ун чухне. Арăмĕ ача çуратма хатĕрленнĕччĕ, варти пепке сакăр уйăха çитнĕччĕ. Çуртне сутнă та урăх региона куçса кайма хатĕрленнĕ вĕсем. Хайхисене килĕнчен илсе кайса тĕп тунăччĕ. Хĕра-рăм та, кун çути курайман ачи те вилнĕччĕ. Айăплисем арçын та сывлама чарăннă тесе шухăшланă-ха, анчах вăл чĕрĕ юлнăччĕ. Икĕ арçын укçа çаратас тесе хăтланнăччĕ çапла.
Канашри тĕслĕх те асра. Чукун çул çинче ĕçлекен икĕ арçын эрех ĕçнĕ, хаярри пĕтсен ялти пĕр çемьене - унта амăшĕпе ывăлĕ пурăннă - каяççĕ, укçа ыйтма тапратаççĕ. Анчах лешсен кĕмĕл пулман. Куншăн кипятильник шнурĕпе пăвса вĕлереççĕ. Çунакан шĕвек сапса çуртне тивертеççĕ. Сысна пуснă хайхисем. Укçа çуккине кура какай йăтса каяççĕ арçынсем. Эрне хушшинче шыраса тупнăччĕ вĕсене. Айăпне тÿрех йышăнманччĕ вĕсем, тĕрлĕ тĕрĕслев ирттерме тивнĕччĕ,-аса илчĕ Оксана Геннадьевна.
-Çакнашкал тĕслĕхсене курса нихăçан та хăрушă пул-ман-и? Кĕлетке тăрăх сивĕ чупман-и?
-Ятарласа вĕреннĕ-çке. Пурнăçра темĕн те курма тивессе пĕлсе тăнă,-пулчĕ хуравĕ.
Çулталăк çурăра республикăри пилĕк чи лайăх следователь йышне лекнĕ Оксана Ястребова. Ĕç ăнса пынă май татах та ĕçлес килнĕ.
-Хамăн ĕç питĕ килĕшет мана. Следователе выр-наçсан уголовлă ĕçсене тишкермеллеччĕ пулсан, прокурор тивĕçĕ - районти пур ыйтăва та тимлĕх уйăрасси. Мĕнле кăна ыйтупа пымаççĕ! Вăрçă ветеранне Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тивĕçекен парнене - 10 пин тенке - памасăр хăварнăччĕ пĕрре. «Ветеран мар эсир»-пулнă хуравĕ. Унăн вара çакна çирĕплетекен хут та пур. Çурт-йĕр ыйтăвĕпе пыракан нумай. Тĕрлĕ канаш кирлĕ çынсене. Вăрçă ветеранĕн арăмĕн çуртне ниепле те юрăхсăр тесе йышăнманччĕ акă. Çурчĕ вара 70 процент таран кивелнĕччĕ. Пулăшăва тивĕçрĕ. Хĕрĕпе пĕрле хваттер туянчĕç. Тĕрлĕ ыйту хуравне тупма пулăшнăшăн тав тăвакан та чылай.
Хутсене пахалăхлă çырмалла, тесе вĕрентетĕп пулăшакансене. Пĕлтĕр малтанхи йыша тĕрлĕ вырăна салатрĕç, халь çĕннипе ĕçлеме хăнăхатпăр. Манран та çирĕп ыйтнă, эпĕ те çаплах тăватăп. Ĕçсене хушма тишкерÿ валли тавăрса панă тĕслĕх çукпа пĕрех. Çакă та - ĕç кăтартăвĕ,-систерет юстици аслă советникĕ.
Прокурорсен те пĕлĕвне пĕр-май ÿстермелле, паллах. Саккунсем те улшăнсах пыраççĕ, вĕсене те тишкермелле. Саккун хуралçисен йăнăшма юрамасть.
Паллах, хĕрарăмăн черчен те пулас килет. Оксана Ястребовара та пурăнать çемçе чун. Çирĕп ыйтнине пăхмасăр хисеплеççĕ ăна.
-Пĕрисене вăрçса вĕрент-мелле, теприсене пуçран ачаш- ламалла. Хутшăнăва тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме пĕлмелле. Хăш-пĕр ыйтăва хĕрарăм куçĕпе пăхасси те пулать,-пытармасть вăл.
Вăхăт тупăнсан аллине тĕрлĕ кодекс вырăнне тĕрĕ те тытать прокурор. Тепĕр киленĕç те пур унăн - сăн ÿкерме юратать. Тĕрлĕ çĕре çитнĕ чухне аякри çут çанталăка асра юлмалла сăнарлать. Ĕç пÿлĕмĕнче те чылай вĕсем, тĕрлĕ вырăнта ÿкернĕскерсем.
- Юлашки çулсенче Тăвай районĕн прокурорĕнче ĕçленипе те кăмăллă эпĕ. Çынсемпе ĕç коллективĕсем те, хам та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшни сисĕнчĕ, саккунлăха пăхăнасси ÿсрĕ,-терĕ Оксана Геннадьевна.