05 апреля 2019 г.

«Ĕç - пурнăç илемĕ»,-тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Кашни ĕç пархатарлă, этемлĕхе ырлăх кÿрет.
Ĕç-хĕлĕпе пурнăçа илем кÿрекенсен хушшинче Тăвай ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Николаевна Андреева (хĕр чухнехи - Кольцова) паллă вырăн йышăннине палăртас килет. Нумай çул ĕнтĕ вăл Канаш хулинче «Силуэт» ательене ертсе пырать, ятуллă тумпа хулари тата çывăхри районсенчи çынсене тивĕçтерет.
Кунсерен çын татăлма пĕл-мест кунтан: çиелти тум е çын çине тухмалли капăр кĕ-пе çĕлеттермелле, тумтире çĕнетсе юсамалла - ательере çĕвĕçсем туххăмрах сирĕн ыйтăва татса параççĕ. Уйрăмах чăваш наци тумне çĕлессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать асăннă коллектив. Ку тĕлĕшпе Людмила Николаевнан тÿпи пысăк.
Паллах, çак кăткăс ĕçе ятарлă пĕлÿсĕр тума çук, мĕншĕн тесен чăваш тумĕ вăл - хăй пĕр тĕнче. Кашни тĕрринче халăхăмăрăн çул-йĕрĕ, кун-çулĕ, шăпи. Чи малтанах кашни тĕррин пĕл-терĕшне, чăвашсен этнографи ушкăнĕсенчи çи-пуçăн уйрăмлăхĕсене пĕлмелле, хĕрсен, качча кайнă хĕрарăмсен, çулланнă çынсен, каччăсемпе арçынсен тумĕсен тĕп паллисене шута илмелле. Миçе каç ирттермен-ши Людмила чăваш тумне тĕпрен тĕпчес тĕлĕшпе? Ĕлĕкхи ал-ĕç йĕркине тĕпе хурса хальхи чăваш çи-пуçне калăпласси çăмăл ĕç мар. Анчах пултаруллă ентеш ăна ăнăçлă пурнăçлать. Кунта, паллах, çи- рĕплĕх, хăват, тăрăшулăх кирлĕ.
Чăваш, вырăс тата ытти халăхсен çи-пуçне тĕлĕнмелле илемлĕ çĕлеççĕ кунти çĕвĕç-сем. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсем час-часах заказпа килеççĕ. Регионсенче те «Силуэт» ательене лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн районти юрă-ташă ушкăнĕсем те Людмила Николаевна тивлечĕпе халăх тумĕпе пĕрре анчах мар пуянланчĕç.
Тĕлĕнмелле илемлĕ, сăпайлă та черчен çамрăк хĕрарăм лăпкăн кăна калаçнине итлес килсех тăрать. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса, ĕç майне пĕлсе, хăйĕн патне килекен кашни çынна вăл усăллă канаш пама тăрăшать. Шалти илемлĕх туйăмĕ пуррипе çыннăн чи хитре енĕсене тата та курăмлăн кăтартма пулăшать.
Людмила Тăвай ялĕнче çитĕн- нĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăватă ача кун çути парса ура çине тăратнă, ĕçчен, тирпейлĕ, тÿрĕ чун-чĕ-реллĕ пулма пилленĕ. Хĕрача ачаранпах çирĕп вăй-халлă, спортпа туслă пулнă, физкультура енĕпе пĕлÿ илнĕ. Владислав Андреевпа пĕрлешсе йăва çавăрнă. Туслă мăшăрăн ултă ача çитĕнет. Пысăк çемьере нихăçан та кичем мар, йĕри-тавра юратакан, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр çынсем.
Çемье телейĕ мĕнре-ши? Паллах, пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçланинче, кил ăшшине упранинче. Ĕç вырăнĕнче те мăшăрĕпе яланах пĕрле вĕсем. Çумра яланах çывăх çын пурри, вăл вăхăтра усăллă канаш пани те Людмила Николаевнана çăмăл мар ĕçре хăват кÿрет.
«Унăн алли чăнах та ылтăн»,-теççĕ ун пирки пĕрле ĕçлекенсем. Тĕрлĕ тум çĕленисĕр пуçне çекĕлпе, йĕпсемпе çыхать, хитре шăрçасемпе, тенкĕсемпе тухья, хушпу тăвать, ума çакмалли капăрлăх ăсталать.
Çапла кашни ĕçе тирпейлĕ, тĕплĕ те çыпăçуллă тăвать. Унăн çепĕç аллинчен тухнă кашни япала - хăйне евĕр шедевр. Пăхсан – кăмăл тулать. Кирек епле ĕçне те вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Чăваш хĕрарăмĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать нумай ачаллă амăшĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет, кашни ĕçех вăхăтра тума хăнăхнă. Людмила Николаевнана пирĕн мăн асаттесен пуянлăхне, культурине, чăваш тумĕн илемне упранăшăн чун- чĕререн тав тăватпăр, малашне пире те çĕнĕ модельсемпе савăнтарма сунатпăр.