05 апреля 2019 г.

Çуркуннехи илемлĕ каç Тушкилти культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» фольклор ушкăнĕ Çĕнçырма ялĕ еннелле çул тытрĕ. Çĕнĕ те хăтлă культура çуртĕнче тушкилсене тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Пултарулăх ушкăнĕ чăваш йăли- йĕркипе юрри-кĕввине сыхласа упрассишĕн чылайранпа тимлет, кунти артистсене таврари ялсенче тата çывăхри районсенче пĕлеççĕ. Республика шайĕнчи фестивальсене тăтăшах хутшăнать. Ушкăн ертÿçи Наталия Георгиева ял халăхне ырлăх-сывлăх сунса, çуркуннехи сар хĕвел пек çутă савăнăç сĕнсе концерт программине уçрĕ.
Унăн репертуарĕ тĕрлĕ енлĕ, пуян пулчĕ. Чăваш тата вырăс халăх юррисене сцена çинче тĕлĕнмелле илемлĕ кăларма Игорь Кузьмин купăсçă хавхалантарса пычĕ. Вăл коллектива нумаях пулмасть хутшăннă пулин те, çĕнĕ варкăш кÿме пултарчĕ. Купăс калама ăста пулнăран куракансене çепĕç кĕвĕ-çемĕпе кăна мар, хитре кăна юрăсем юрласа та савăнтарчĕ. Кăçал Театр çулĕ пулнине шута илсе, «Сурпан» ушкăнри Любовь Григорьевапа Наталия Георгиева «Юрату юрлаттарать» инсценировкăпа залра ларакансене хавхалану кÿчĕç.
Таисия Трофимова, Фрида Никитина, Галина Павлова, Нина Александрова «Шурă хурăн» ятлă çепĕç юрăпа тыткăна илчĕç. Алевтина Матвеева «Упăшкана юрас тесе» шÿтлĕ юрăпа кăмăла хускатрĕ. Надежда Камасева «Мĕншĕн, сар хĕр, йĕретĕн?» юрăпа тыткăнларĕ. Юрăçсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса хитререн те хитре юрăсем парнелерĕç. Сехет çурăна пынă уяв каçĕ куç хупса илнĕ пек хăвăрт иртсе кайрĕ. Чăваш ташшипе вĕçлерĕмĕр ăшă тĕлпулăва.
Çакна палăртса хăварас килет, чăваш тумĕсене эпир Канашри «Силуэт» ательере çĕлеттернĕ.