29 марта 2019 г.

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Театр кунне уявланă тата кăçал Театр çулталăкĕ пулнă майăн, вырăнти паллă артистсенчен Елена Витальевна Гаврилована асăннă пулăттăм. Ураскассинчи халăх театрĕнче вăл вылянă рольсене куракансем паян та астăваççĕ пулĕ, нумай çынна тыткăнланă çапла сцена ăсталăхĕпе. Халĕ халăх театрĕ çук ĕнтĕ, çапах та юрă-ташăра маттурскер пушă вăхăтра Тăвайри халăх, учительсен хорĕсенче, «Çăлкуç» ансамбльте юрлать, илемлĕ те уçă сассипе уяв-концертсенче савăнтарать.
Елена Витальевна вăтăр çула яхăнах ĕнтĕ педагогика ĕçĕнче вăй хурать. Ĕç биографине Çĕнçырмари пуçламăш шкулта пуçланă, Элпуçĕнчи вăтам шкула куçса паянхи кунчченех унта ăнăçлă ĕçлесе пырать. Хальхи вăхăтра директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, ачасене истори, географи предмечĕсене вĕрентет. Вĕренекенсене тĕрлĕ майпа хăйĕн предмечĕсемпе интереслентерме пĕлет. Хăй те професси ăсталăхĕн тупăшăвĕсенче, ĕрлĕ конкурс-фестивальсенче яланах малтисен йышĕнче. Вĕрентÿ ĕçĕнчи пултарулăхне кура ăна кăçал аслă категориллĕ учитель ятне пачĕç.
Ĕçре те, общество пурнăçĕнче те маттур хĕрарăм тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ.