29 марта 2019 г.

«Режиссерĕ Н.О.Никифорова»,-тесе вĕç-ленеççĕ халăха спектакль пăхма йыхравлакан Тăвай ялĕнчи афишăсем.
Районти культура çуртĕнче, 2014 çулта халăх театрĕн режиссерĕнче Надежда Олеговна ĕçлеме пуçланă. Чăваш республикинчи культура училищинче «Творчество коллективĕн ертÿçи» специальноçа вĕренсе тухнă вăл. Çĕнĕ вăй-халлă режиссерпа ăнăçу хыççăн ăнăçу тунă вырăнти артистсем. «Мухтав ахрăмĕ», «Несĕлсен сăвапĕ», «Çирĕп пирĕн çунатсем», «Тамаша», «Юмах çăлкуçĕ», «Сенкер чаршав» ятлă республика конкурсĕсене хаваспах хутшăнать тăрăшуллă коллектив, фестивальсен лауреачĕсем пĕр хутчен кăна мар пулса тăнă. А.Суханăн «Пурăнатчĕ ялта ветеран», «Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа», «Ашкăнчăк инкесем», Л.Марьен «Ан калаç», «Манăн арăм майра», А.Чебановăн «Укăлча умĕнче» спектакльсене сцена çине кăларнă ăста çамрăк режиссер.
Тăвай ялĕн театрĕ «халăх» ята 1969 çулта тивĕçлĕ пулнă, 50 çул мăнаçланать вăл çак хисеплĕ ятпа. Çур ĕмĕрте вун-вун режиссер тата вырăнти артист хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă çынсене. Вĕсенчен хăш-пĕрисем маттур сцена ăстисем пулса тăнă.
Хальхи вăхăтра В.В.Александрова, С.Г.Дмитриев, И.И.Евдокимова, А.А.Захаров, С.Е.Зверева, А.Н.Моисеев, М.Н.Никитина, А.Н.Абрамова, С.О.Никитин чунĕсене парса выляççĕ хăйсен ролĕсене.
Чăваш Енре çулленех вĕренÿре, тĕпчевпе ăслăлăх, пултарулăх, производствăпа управлени, спорт, общество, бизнес-проект ĕçĕсенче пултаруллă çамрăксене Республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса хавхалантараççĕ. Вăл уйăхсерен 1830 тенкĕпе танлашать. Кăçал ăна Тăвай районĕнчи 21 яшпа хĕр илсе тăрĕ. Вĕсен хушшинче «Пĕрлештернĕ клубсен системи» муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕнчи Тăвай халăх театрĕн режиссерĕ Надежда Олеговна Никифорова та пур.
Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунĕ умĕн Тăвайри артистсем «халăх» хисеплĕ ята тепĕр хут çирĕплетрĕç. Пысăкрах ăнăçу сунатпăр малашне те халăх театрĕн режиссерĕпе талантлă коллективне.