АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче

22 марта 2019 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче

Иртнĕ юнкун пирĕн республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тăвай енре ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева ертсе пыракан ушкăн килнĕ.

Малтан район администрацийĕнче тăрăшакансемпе тĕл пулнă вĕсем, районти çул çитмен виçĕ ачаллă икĕ çемьене удостоверени панă.

-Çырура шалти политикăна, çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕпе хунă, паянхи лару-тăрăва тишкернĕ. Владимир Путин патшалăх политикин пĕлтерĕш-не çынсене упрассинче, çын капиталне ÿстерсе пырассинче, граждансен пурнăçне лайăхлатассинче курнине палăртрĕ,-тенĕ Марина Анатольевна çĕршыв пуçлăхĕн Çырăвне хакласа.

Президент социаллă пособисене ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесен налук тÿлевне чакарассипе, ипотекăна субсидилессипе çыхăннă пуçарусем турĕ, виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесен ипотека кредичĕшĕн федераци бюджетĕнчен 450 пин тенкĕ тÿлеме сĕнчĕ. Тепĕр мера - пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачасемшĕн тÿлев илекен çемьесене паракан укçа виçине 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçепе танлаштарасси. Çав вăхăтра халь вăйра тăракан çăмăллăхсем упранса юлаççĕ.

«Земство учителĕ» программа ĕçлесе каяссине палăртнă ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаева. Яла ĕçлеме каяс текенсене патшалăх енчен пĕр миллион тенкĕ пулăшу парса хавхалантарма тытăнĕç. Чăваш республикинче Çырура палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртме 7 млрд та 450 млн тенкĕ уйăрмалла.

Информушкăн членĕ-сем Чăваш Енре цифрăллă эфирлă телевидени çине куçас ыйтăва та пăхса тухнă. Çакăн пирки Чăваш Республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский тухса калаçнă. 2019 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче федераллă 20 «аналог» телеканал ĕçлеме пăрахать, цифрăллă эфирлă телевидени ĕçлеме пуçлать.

2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕпе 2019 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕсенче илнĕ оборудовани хакĕшĕн ЦЭТВ зонинчи ялсенче пурăнакан граждансене - 1750 тенкĕлĕх тÿлевпе, ЦЭТВ зонине кĕменнисене 6500 тенкĕпе тивĕçтереççĕ.

Пирĕн районта та ЦЭТВ зонине кĕмен Тушкил ял тăрăхĕ пурри пирки пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пур-нăçлакан Олег Ломоносов.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕпе Сергей Вязовскийпе районти надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин тухса калаçнă.

Çурхи ака ĕçĕсене хатĕр-ленсе ирттересси çинчен районти ял хуçалăх коллективĕсен ĕçченĕсемпе Марина Анатольевна хускатнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Валерий Чайкин, «Чăвашçăкăрпродукт» УАО генеральнăй директорĕн заместитетлĕ - «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин мучарсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ, ыйтусем çине хуравланă.

Финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев, Чăваш Республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский Тĕмерти вăтам шкулта пулнă.

Пĕрлехи информаци ку-нĕн темине тĕплĕн сÿт-се явнă кунта. «Кармал-Канаш» маршрутпа автобус çÿреме чарнă пирки вĕренекенсем хушма занятисене каяйманни пирки пĕлтернĕ. Тĕмерти шкула хураллама йĕркелессине укçа-тенкĕ уйăрма ыйтнă.

Экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Любовь Бериллопа МАДИ-н Атăлçи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова Йăнтăрчăри вăтам шкулта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика