АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникула кĕнекепе ирттерер

22 марта 2019 г.

Каникула кĕнекепе ирттерер

Тахçантанпах кĕтнĕ çуркуннехи каникул та çитрĕ. Хĕвел хĕртме тытăнчĕ. Урамра йĕперех. Кунĕпе выляса та ĕшенетĕн. Уçăлса кĕнĕ хыççăн мĕнле те пулин интереслĕ кĕнекене алла илсен вуласа тухмасăр та пăрахаймастăн. Çамрăк вулакансене Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ топ-6 кĕнеке сĕнет. Çĕнĕлĕхсемпе паллашма васкăр.

1. Светлана Гордееван «Буквы в букете» сăвăсен пуххи хитре чечексен тĕнчине йыхравлать. Вырăс алфавитĕнчи кашни саспалли валли кĕнекере илемлĕ чечек тупăнатех.

2. Леннебергри Эмиль чăвашла калаçма пуçланă! Чăваш кĕнеке издательствинче паллă швед писательницин Астрид Линдгренăн произведенине пуçласа чăвашла куçарса кăларнă. Лара-тăра, чарăнма пĕлмен Эмиль тĕрлĕрен приключенийĕсемпе ашшĕ-амăшне пĕр канăç памасть. Çывăхри хуторсенче пурăнакансем те ывăнса çитнĕ, ашкăнчăк ачаран хăтăлас тĕллевпе ăна Америкăна яма укçа та пуçтарнă...

3. Эсир пушмак тăхăннă мулкач чупнине курнă-и? Çук, Лев Кадкин писатель хăй куçĕпе курнă, «Заячьи ботинки. Мулкач пушмакĕ» кĕнеке çырнă. Чăвашла Юрий Семендер куçарнă.

4. Василий Сухомлинскийĕн произведенийĕн геройĕсем расна характерлă ачасем, автор вĕсен ырă кăмăллăхне, çынлăхне, ыттисене пулăшу пама хатĕррине кăтартать.

5. Надежда Медюкован «Клад для Настеньки» кĕнеке ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă, кăсăклă пулĕ. Мĕншĕн ют çын япалине илме юрамасть? Мĕн вăл совеç? Çынна мĕн илем кÿ-рет? Кашни истори тăрăх çак ыйтусене хурав пама, ăнлантарма пулать. Кашни калав, юмах хыççăнах ыйтусем тата кроссвордсем пур.

6. Эсир тĕрĕксем пирки илтнĕ-и? Çук? Апла пулсан «Сказки тюркских народов» кĕнекене вулама васкăр. Ăна вырăсла та, чăвашла та («Туссен юмахĕсем») вулама пулать

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика