15 марта 2019 г.

Хĕле ăсатнине уявласси çирĕппĕнех йăлана кĕнĕ районта пурăнакансемшĕн. Ялсенче те çулленех паллă тăваççĕ ăна, район центрĕн-че те халăхпа пухăнса уявлаççĕ. Хальхинче те çынсем - Тăвайран та, тавраран та - хĕле ăсатма районти культура çурчĕ умĕнчи лапама пуçтарăнчĕç.
Мартăн 8-мĕшĕпе, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе, пĕр килчĕ вăл кăçал. Харăсах ик уявра савăнчĕ халăх. Ку тĕле çуркуннен пĕрремĕш хыпарçисем - хура кураксем те ăшă енчен килсе çитнĕ пирĕн тăрăха. Çанталăк та ырă кăмăлĕпе çупăрларĕ.
Уява пухăннисене Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ, çак кун тата ÿлĕмрен те кашни çыншăнах ырă та ăшпиллĕ, пурнăç савăкрах та туллинрех пултăр терĕ, хĕрарăмсене çурхи пĕрремĕш уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе - уйрăммăн та ăшшăн саламларĕ. Праçникре пурне те хавас кăмăл-туйăм сунчĕ.
Çурхи праçникрен çынсем пурнăç тулăхрах та хăтлăрах пуласса, çуркунне унăн çирĕп никĕсне хывса хăварасса шанаççĕ.
Лапама çынсем пырсах тăраççĕ, хăшĕсем ачи-пăчипех килнĕ уява. Халăх савăнать, сцена çинчен вырăнти пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши шăранать. Ватти- вĕттине килентерет.
Тăвайсем ĕçре те, уявра та маттур пулнине, аслисен йăли-йĕркисене упранине, малалла тăснине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.
Тата мĕнле праçник спортпа ытти йăпанăç вăййисемсĕр ирттĕр.
Кашниех хăйне тĕрлĕ енĕ-пе кăтартма пултарать кун пек чухне. Пукан çĕклесе тупăшасси, армрестлинг, вăй виçесси, ытти халăх вăййисем, тата ытти те. Чи сатуррисем призсене те тивĕçрĕç. Тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисене грамотăсем тата хаклă призсем парса хавхалантарнă.
Хĕле ăсатакан уява тĕрлĕ персонажсем те хутшăнчĕç. Шел те, капăрлатнă лавсем курăнмарĕç.
Уяв тутлă апат-çимĕçрен тулăх пулчĕ. Районта çăкăр-булка, сĕт-çу продукчĕсем, кондитер изделийĕсем, ĕçме-çиме тата ытти таварсем кăлараççĕ. Çăварнире халăха суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем, индивидуаллă предпринимательсем тивĕçтерчĕç вĕсемпе. Шашлăка, вĕри чейпе пылак пĕлĕме те, сувенирсемпе теттесене те хапăл пулчĕç.
Катемпине çунтарни те кăсăклă самант нумайăшĕшĕн.
Хальлĕхе таврара юр выр-тать-ха. Хальлĕхе. Кĕçех Хĕл иртет те, савăк Çуркунне çитет. Ку пулăм çĕнĕ шанăçсемпе çыхăннă.