АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăхăтпуçсем - Çăварнире

15 марта 2019 г.

Сăхăтпуçсем - Çăварнире

Çăварни - мĕн авалтан килекен уяв. Ăна Аслă типĕ умĕн паллă тăваççĕ. Çăварнире хĕле хăвалаççĕ, пурнăçа савăкрах тумашкăн хĕвеле вăй илме пулăшаççĕ. Çăварнин юлашки кунĕ - каçару вырсарни кунĕ те: Турăран тата пĕр-пĕринчен каçару ыйтаççĕ. Сăхăтпуç халăхĕ те райпо лавкки умĕнчи лапамра Çăварни уявне пухрĕ. Çанталăк хĕвеллĕ те савăк пулчĕ. Уява пухăннисем тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшрĕç, юрă-ташăпа савăнчĕç, пĕлĕмпе тата вĕри чейпе сăйланчĕç. Праçник вĕçленеспе Хĕлпе сывпуллашнине тата Çуркуннене кĕтсе илнине сăнласа катемпине çунтарчĕç. Уяв тăршшĕ-пех кĕвĕ-çемĕ янăрарĕ. Питĕ хапăл пулчĕ уява Сăхăтпуç халăхĕ.

Хăпартлансах пырать пирĕн Сăхăтпуç ялĕ. Калас пулать, юлашки вăхăтра ялти клубра та улшăнусем нумай пулчĕç. Район тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. Вĕсен отчечĕсене итлерĕ ял халăхĕ. Пуху хыççăн Пуянкассисем питĕ чаплă концерт лартса пачĕç. Мĕнле кăмăллă юлчĕ Сăхăтпуç халăхĕ. Акă мартăн 8-мĕшĕнче те ачасем хăйсен амăшĕсене, асламăшĕсене илемлĕ юрă-ташăпа саламларĕç. Пĕр-пĕринпе хутшăнса савăннине нимĕн те çитмест. Питĕ хавасланчĕç амăшĕсем те, ачасем те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика