15 марта 2019 г.

Акци вăхăтĕнче Тăрмăш ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Çурхи пĕрремĕш уява - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне тата «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие халалласа «Хаваслă стартсем» спорт вăййи иртрĕ. Унта тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Ăмăртусене эстафета йĕркипе йĕркеленĕ. Кашни ушкăнах хăйĕн вăйне, хăвăртлăхĕпе çаврăнăçулăхне, çивĕч ăс-тăнне кăтартма, командăпа пĕрле кар тăрса тупăшсан кирек мĕнле чăрмава та парăнтарма пултарнине çирĕплетме тăрăшрĕ.
Ял тăрăхĕн депутачĕсенчен тăракан «Энергия» командăри хĕрсем (Светлана Спиридонова, Татьяна Семенова, Звенислава Матросова, Звенислава Андреева çĕнтерÿçĕ-сем пулса тăчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă ялти ача садĕнче ĕçлекенсен «Дошколята» (Ирина Смирнова, Татьяна Иванова воспитательсемпе вĕсене пулăшакан Ольга Максимовапа Наталия Шакина) тата Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсен «Дружба» (Вероника Николаева, Надежда Алексеева, Любовь Шакина, Наталья Никифорова) ушкăнсем те ăмăртусемпе вăйăсем, конкурссен тапхăрĕсенче финиша малтан çитме талпăнчĕç. Чупассипе те, мечĕксемпе, кăшăлсемпе, ытти спорт хатĕрĕсемпе усă курса тупăшса хăйсем вăйлă та спортпа туслине кăтартрĕç. Зал кĕрлесе кăна тăчĕ. Курма килнисем хăйсен командисене хавхалантарса, вăй-хал кÿрсе тăчĕç.
Тăрмăш шкулĕнчи «Оба-на» команда та (Лариса Андреева повар, Татьяна Конова, Алевтина Соловьева, Светлана Лаврентьева техслужащисем) пултарулăхĕпе, сатурлăхĕпе ыттисенчен кая пулмарĕç.
Спортпа сывлăх, çамрăклăх уявĕн программине Любовь Андреева библиотекарьпа ДЮСШ тренерĕ Валерий Афанасьев ертсе пычĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ни-колаева «Хаваслă стартсене» хутшăннисене тав турĕ. Мала тухнă командăсене грамотăсемпе, медальсемпе, асăнмалăх призсемпе хавхалантарнă.
Çирĕп сывлăхлă, вăйлă та хитре кĕлеткеллĕ пулас тесен спортпа туслашмалла, кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла, сиенлĕ йăласене сивлесе, сывă пурнăçпа пурăнмалла - çак тĕллеве тĕпе хурса тупăшрĕç хĕрарăмсем. Çапла спортпа туслашма пулăшмалли çĕнĕ майсем шыраççĕ, физкультурăпа спорта хушăнассине кашни çыншăнах юрăхлă тума тăрăшаççĕ ял тăрăхĕнче. Çакăн çинчен Республика Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те уçăмлăн палăртса хăварнă.