07 марта 2019 г.

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен фристайлистки Лана Прусакова Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиадăра слоупстайл енĕпе тупăшса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ (сăн ÿкерчĕкре варринче).
Лана - ЧР спорт министерствин олимп резервĕ-сен 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн фристайл тата ту йĕлтĕр спорчĕн уйрăмĕн воспитанници (тренерĕ Никита Васильев), И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студентки.
Спортăн ку тĕсĕпе арçынсенчен пирĕн ентеш, университетăн медицина факультечĕн студенчĕ Дмитрий Мулендеев финала тухса, 12 спортсмен хушшинче пиллĕкмĕш результат кăтартнă.
Аса илтеретпĕр, Л.Прусакова 2016 çулта Норвегири Лиллехаммерăра иртнĕ çамрăксен хĕллехи иккĕмĕш Олимп вăййисенче слоупстайл ăмăртăвĕнче çĕнтернĕччĕ тата хаф-пайп енĕпе улттăмĕш пулнăччĕ. Раççей команди ун чухне медальсен шучĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ланăпа унăн тренерне Никита Васильева ун чухне Правительство çуртĕнче чысланăччĕ, Республика Пуçлăхĕ вĕсене Тав хучĕпе патшалăх симолĕллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕччĕ. М.Игнатьев Сочири Олимпиада хыççăн регионта хĕллехи спорт тĕсĕсен пĕлтерĕшĕ ÿснине, Лана Прусакован тÿпи пысăккине палăртнăччĕ.
Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада кăçалхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноярскра пуçланнă. Студентсен ăмăртăвĕнче 55 çĕршывран килнĕ спортсменсем спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшаççĕ. Чăваш Енрен Лана Прусаковапа Дмитрий Мулендеев фристайлистсемсĕр пуçне Кристина Кускова йĕлтĕрçĕ тата Алексей Петров биатлонист хутшăнма тивĕçнĕ. Кристина ăмăртура чи лайăх 10 йĕлтĕрçĕ йышĕнче пулнă. Алексей Петров 20 км дистанцире финиша 8-мĕш çитнĕ. Сăмах май, Алексей - Канаш хулинчен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Вăл Тăвай енрен тесен те йăнăш пулмĕ. Ашшĕ Сергей Васильевич - Тĕмертен, амăшĕ Альбина Алексеевна - Кармалтан. Ачалăхĕ Тĕмерте аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче иртнĕ Алешăн.