07 марта 2019 г.
.jpg)
Мини-футболăн уçă турнирĕ спорт ветеранĕсене «Аль» ФСКна йыхравларĕ.
Пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăратчĕ М.Хвостов. Çамрăксене спортпа туслаштарас тесе ырми-канми тăрăшатчĕ. Районта ирттерекен пĕр ăмăртуран та айккинче тăман пулĕ вăл. Футболпа волейбол енĕпе районти пĕрлештернĕ командăсен членĕччĕ Михаил Васильевич. Çăмăл атлетикăна кăмăлланă, кире пуканĕ çĕклессипе спорт мастерĕ пулнă.
Асăну турнирне уçнă май райадминистрацин вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, Михаил Хвостовăн мăшăрĕ Елена Ивановна футбол вăййине юратакан ветерансене (40 çултан аслăраххисем хутшăннă унта) ырлăх-сывлăх, спортра çитĕнÿсем суннă.
Тăвай, Тĕмер ялĕсен, Вăрмар поселокĕн, Канаш, Шупашкар хулисен командисем хутшăннă. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсене палăртнă: 1-мĕш вырăнта - Тăвай ялĕн, 2-мĕшĕнче - Вăрмар поселокĕн, 3-мĕшĕнче - Тĕмер ялĕн командисем. Чи лайăх вылякансене ятарлă призсемпе хавхалантарнă. Вĕсен хушшинче – Сергей Федоров, Игорь Хвостов (Тĕмер), Александр Никитин (Вăрмар), Георгий Петров, Эдуард Буинцев (Тăвай), Константин Миронов (Канаш хули), Юрий Васлабоков (Шупашкар хули).