АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăлçи округĕнчи ăмăртура

07 марта 2019 г.

Атăлçи округĕнчи ăмăртура

Пĕтĕм Раççейри «Мини-футбола - шкула» проекта хутшăнса Тăвай шкулĕнчи çамрăк футболистсем (2005 çулта çуралнисен ÿсĕмĕнче) районта мала тухса Етĕрнере иртнĕ регион ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕç пулчĕç. Республикăри вăйлă командăсене парăнтарса тăвайсем Чăваш Ен чемпионĕ- сем пулса тăчĕç, Атăлçи округĕн- че республика чысне хÿтĕлерĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсем хушшинчи Пĕтĕм Раççейри мини-футболла выляссипе III тапхăр ăмăртăвĕсем нарăсăн 23-28-мĕшĕсенче Чулхула облаçĕнчи Городецки районĕнче иртрĕç.

Раççей субъектĕнчи тупăшăва 12 команда хутшăнчĕ. Тăвайсен ушкăнĕнче Мордови тата Оренбург командисем пулчĕç, 13 çулхи шкул футболисчĕсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕç вĕсем. Çакăн хыççăн Пермь хулипе Мари Эл командисемпе тĕл пулчĕç, вăйăсене выляса ярса саккăрмĕш вырăна тăрса юлчĕç.

Атăлçи округĕнчи ăмăртусенче республика чысне Тăвай районĕнчи ял ачисем хÿтĕ- леме тивĕç пулни хăех пысăк чыс. Вăйлисемпе тупăшни, вĕсенчен ăсталăха вĕренни малашне пысăк çитĕнÿсем патне çул хывма пулăшĕ. Çамрăксен командине инçе çула тухма пулăшнă спорт ветеранĕсене - Сергей Петровпа Александр Захарова (иккĕшĕ те Тĕмер ялĕнче çуралнă), «Аль» ФСК директорне Анатолий Кириллова тав сăмахĕ калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика