АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçĕсем çамрăк ăру валли юлаççĕ

01 марта 2019 г.

Çăлтăрсене пăхса киленсе пыратăп. Каçĕ, чăн та питĕ шеп. Хам тăвансене аса илтĕм, мăн асаттепе-асаннесене... Вĕсем тăхăннă çи-пуçне тăхăнас килчĕ, вĕсем утнă çулпа утас килчĕ, чăн чăваш чĕлхипе калаçас килчĕ.

Мĕнех калăн, этем кун-çулĕ вĕçен кайăк вĕçнĕ евĕрех тейĕн, кун иртет те каç пулать, ĕмĕр иртни сисĕнмест. Пирĕнтен юратнă, çывăх тăвансем уйрăлса каяççĕ, çамрăк ăру валли вĕсен ырă ĕçĕсем юлаççĕ.

Енĕш Нăрваш ялĕнче Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреатне Алексей Петрович Майраслов скульптор-монументалиста халалласа ятарлă мероприятисем иртеççĕ. Сумлă ентеш ячĕпе калаçусемпе музейра куравсем, экскурсисем йĕркеленĕ. Малалла та пулĕç-ха вĕсем ентеш çулталăкĕнче.

А.Майраслов шкул пĕтернĕ хыççăн 1960-1967 çулсенче Харьковри тата Киеври патшалăх университечĕсен филологи факультечĕсенче вĕреннĕ. Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институчĕн скульптура факультетне пĕтернĕ. РСФСР ÿнер фондĕнче чылай çул скульпторта ĕçленĕ. 2000-2008 çулсенче «Ваятель-М» (Мускав) фирмăн генеральнăй директорĕ пулнă. Алексей Петрович - Чăваш Енри, Украинăри тата Раççейри нумай палăк авторĕ. Унăн паллă ĕçĕсем: «Лен. Чувашские женщины», «Монтажники Тракторостроя в г.Чебоксарах», «Чувашка Рая», «Актер Василий Федоров», «Михаил Сеспель», «И.Я.Яковлев», «Константин Иванов», «Сетнер и Нарспи у родника». Вăл - Тăвайри В.И.Ленин, Зоя Космодемьянская памятникĕсен авторĕ тата ытти те. Кăçалхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Алексей Майраслов 80 çул тултармаллаччĕ. Вăл 2008 çулхи çĕртмен 2-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Культура çуртĕнче «Чăваш туйăмĕ сирĕнте ан чактăр, таса чун-чĕрепе чăваш калаçтăр!» фольклорпа этнографи фестивалĕ иртрĕ. Уяв каçне С.Максимов кĕвĕленĕ «Алран кайми аки-сухи» юрăллă композиципе уçрăмăр. Ялти музей заведующийĕ Владимир Петров ăста скульптор ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Аса илÿ çăмхине педагогика ĕçĕн ветеранĕ, çут ĕç отличникĕ Мая Арестова тата скульпторăн çывăх тăванĕ Валентина Майраслова тăсрĕç. Мероприятие культура ĕçченĕ, унăн тăванĕ Галина Русская электронлă презентаципе пуянлатрĕ.

А.Майраслов ячĕпе хатĕрленĕ фестивале «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ хапăлах пулчĕ хутшăнма. Авалхи тумсемпе, чăваш юррисене янратса, мăн асатте-асаннесем усă курнă ĕлĕкхи савăт-сапасемпе тухрĕç сцена çине хăнасем. Ушкăн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Матросова кашни çи-пуçа сăнарласа пачĕ.

«Чăваш Ен - çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ тĕнчи. Епле ăста пулнă пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем», - палăртса хăварчĕ Елена Николаевна. Кукамăшĕн упранса юлнă шур пир кĕпине тăхăнса килнĕ вăл уява. Наци тумĕллĕ Татьяна Ялугина, Галина Табаева та илĕртÿллĕн курăнчĕç. Лачкассинчи республикипе паллă алă ăсти Венера Николаева та куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Хăйĕн ĕçĕсенчен курав та хатĕрленĕ. Ăсталăхĕпе паллаштарса мастер-класс ирттерчĕ тейĕн.

Нăрвашсем хăш-пĕр авалхи йăла-йĕр-кене сăнласа пачĕç. «Пăтти-патти, пăтти-пат, хĕл каять те çур килет, кантăр вăрри акăнать. Акăнать те çитĕнет, çитĕнет те татăлать, татăлать те хутăнать. Пăтти-патти, пăтти-пат...»,-тени илтĕнсе кайрĕ кĕçех сцена хыçĕнче. Светлана Михайлова Альтук инкĕшĕсенчен пир çапса килет-мĕн. Сăвăласа çапма пĕлнĕрен чĕннĕ иккен ăна инкĕшĕ. Ĕçленĕшĕн икĕ пир тĕрки те парса янă.

Хĕллехи тумсем çинчен Зинаида Семенова каласа кăтартма кăмăл турĕ. Ашшĕ ĕлĕк Тăвайĕнчен яла лашапа почта турттарнă май, кĕр кунĕсенче сăхман, шартлама хĕл сиввисенче кĕрĕк çинчен аçам уртса янине аса илчĕ. Шел пулин те аçамĕ упранса юлайман, ашшĕн юратнă юррине вара хаваспах шăрантарса пачĕ. Аçама мĕнле çĕлемелли çинчен те асăнса хăварчĕ.

Надежда Чернова сцена çине çăнăх кункăрипе тухсан пурте алă çупса ячĕç. Чуста çăрса, кункăра çинче çăнăхпа унаса, çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана хывма хатĕрленчĕ. Çăкăр пиçиччен С.Михайлова уйран уçлама пуçларĕ. Кĕвелтернĕ сĕте уйран çÿпçине ярса, килти пек шăкăл-шăкăл калаçрĕ. «Кукамай уйран уçличчен саппун аркин пĕр вĕçне пилĕкрен хĕстерсе хуратчĕ. Шап-шур тутăр, шурă саппун çыхма юрататчĕ вăл. Уринче çут калушпа шур нускиччĕ. Ман çинчи тĕртнĕ кĕпе те кукамайран юлнă»,-терĕ вăл. Каласа хăварас пулать, Светлана Николаевна ачисене те халăх йăли-йĕркине упрама вĕрентет. Акă, Настя хĕрĕ чăваш тумĕпе ахах-мерченĕн курăнчĕ фольклор уявĕнче. Калаçнă майăн уйранĕ уçланчĕ, çăвĕ те ÿкрĕ. Надежда Петровнан та çăкăрĕ пиçсе тухнă вĕри кăмакаран. Тин пĕçернĕ çăкăр шăрши таврана саланнă евĕрех туйăнчĕ. Ыраш çăкрине тĕрленĕ ал шăллипе витнĕ. Йăли çапла пулнă: çăкăртан аслă пулман, çăкăр чĕллисĕр пĕр ĕçе те пуçăнман.

Чăвашсен тепĕр авалхи йăла-йĕрки - киремете пуç çапасси. Пирĕн ялта халĕ те упранса юлнă çав вырăн йăлăм касра (Сверчков урамĕ). Киремет сăрчĕ Е.П.Кузнецова килĕнчен инçех мар. Нумай çĕннине пĕлтĕмĕр эпир Екатерина Павловна сăнарласа панинчен. Киремет ăçтан пуçланса кайса, чÿк тунипе çумăр кĕлли таранах.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н.А.Шутовăн (кун-çулĕ кĕске пулчĕ халăх театр коллективне йĕркелекенĕн) мăшăрĕ Зинаида Петровна, тутар енчи чăваш пулнă май, кульмак (пирĕн енчипе каласан икерчĕ) пĕçерсе килнĕ. Вăл чăвашла çав тери таса калаçать. Итленĕçем итлес килет. Чăваш сăввисем шыв юххи пек юхрĕç, Николай Андреевичăн сумлă ĕçĕсем куç умне тухса тăчĕç.

Мĕнле уяв-ха вăл юрă-ташăсăр? Культура çурчĕ çумĕнчи «Тĕпел» (купăспа хавхалантараканĕ Вячеслав Ефимов), «Тăрмăш» (Николай Петров) ушкăнсем илемлĕ юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Тăрмăшсем пекех, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн ялти аслă ăрури хисеплĕ ветерансенчен тăракан «Тĕпел» ушкăн та (Зоя Герасимова, Галина Сергеева, Валентина Кошкина, Галина Гаврилова, Светлана Данилова) чылай тăрăшать. Арçынсен ушкăнĕ чăваш юррисене янăратнă хыççăн Тăрмăшри Алексей Матросов гитара каласа пĕччен те, Аркадий Антоновпа пĕрле те юрларĕç. Çапла кăмăллă иртрĕ ентеш-скульптора халалланă фольклорпа этнографи фестивалĕ.

Сценарине çырса хатĕрлекенĕ Енĕш Нăрваш халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева пулчĕ, уява Елена Матросовапа ертсе пычĕç вĕсем.

Культура ĕçченĕсем те, Алексей Майраслов скульпторăн шăллĕн мăшăрĕ Валентина Порфирьевнапа ытти тăванĕ-сем район шайĕнче фольклор фестивальне ирттерме пулăшакансене тав сăмахĕ каларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика