01 марта 2019 г.

Çĕнĕ Лапсарта биатлон енĕпе 4 хутчен Олимп чемпионĕ пулнă А.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕн территорийĕнче йĕлтĕрпе чупассипе харпăр хăй тата командăпа ăмăртса суд ĕçĕсен тытăмĕнче тăрăшакансен ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăрмар район сучĕн ĕçченĕсен команди 3-мĕш вырăн йышăннă, кубок çĕнсе илнĕ (сăн ÿкерчĕкре).
50-59 çулсенчи ÿсĕм ушкăнĕнче Геннадий Николаев судья кăçал та ытти çулсенчи пекех финиша чи малтан çитнĕ. Çĕнтерÿçĕ пьедесталне йышăннă. Судьяна пулăшакан Любовь Ильина (50-54 çулхисем хушшинче) 2-мĕш, Александр Матвеев администратор (40-49 çулхисем), Петр Петров рабочи (60 çултан аслăраххисем) 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Команда чысне хÿтĕлекенсен йышĕнче Ольга Шепилова миравай судья та пулнă.
Чупура палăрнисене дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.