АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах çав çулсем…

22 февраля 2019 г.

Асрах çав çулсем…

Çулран-çул хыçа юлать афган вăрçи. Вăл вуншар пин çамрăк пурнăçне ĕмĕрлĕхе амантса хăварнă, чылайăшне пирĕнтен яланлăха уйăрса кайнă.

Афган вăрçи 1979 çулхи раштав уйăхĕнче пуçланнă та 10 çула пынă. Тăвай тăрăхĕнчен 157 çамрăк хутшăннă унта. Вĕсен шутĕнче Тăрмăш ялĕн-чен - 12 салтак. Телее, пурте сывă таврăннă.

Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалласа Тăрмăш ялĕн вулавăшĕнче «Афган вăрçи - чун ыратăвĕ» ятлă асăну сехечĕ иртрĕ.

Ялти шкулта 8 класра вĕрене-кенсемпе тĕл пулăва тăваттăн - Евгений Игнатьев, Юрий Ялугин, Владислав Алексеев тата Леонид Бараматов (ялти чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте) хутшăнчĕç (сăн ÿкерчĕкре ачасен пĕр ушкăнĕпе). Вĕсем афган вăрçин историйĕпе, мĕнле йывăр условисенче çапăçма тивни, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ, кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă юлташĕсем çинчен аса илчĕç. Кашниех тĕрлĕ çĕрте çапăçнă. Вĕсен калаçăвне хумханса итлерĕç ачасем, нумай ыйту пачĕç.

Афган вăрçи вут-çулăм ви-тĕр тухнă ветеран-салтаксен асĕнчех, чунĕнчех иккен. Тăваттăшĕ те вĕсем çар наградисене тивĕç пулнă. Çемьеленсе ялтах пурăнаççĕ. Кашнин пиркиех ырă сăмахсем каламалла.

Юлашкинчен пулас хÿтĕлевçĕ- сене Тăван çĕршыва юратма, спортпа туслă пулма, лайăх вĕ-ренме чĕнсе каларĕç. Ачасем Афганистанра службăра тăнисене чĕрĕ чечексем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика