АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иккĕмĕш çул шашкăпа чемпион

22 февраля 2019 г.

Иккĕмĕш çул шашкăпа чемпион

Вырсарникун шашкăлла выляссипе район чемпионачĕ иртрĕ. Тăххăрăн хутшăнчĕç турнира, арçынсемпе пĕрлех хĕрарăмсем те тупăшрĕç малти вырăнсемшĕн. Хĕрарăмсенчен турнирта Г.Н.Михайлова, Н.Е.Иванова (Тăвайри «Асамат кĕперĕ» садикрен) тата унăн ывăлĕ Дима Иванов кĕрешнĕ.

Вăйă икĕ çаврăмпа хĕрÿ иртрĕ. 16 очко илме май пур çĕртен А.И.Афанасьевпа (Тăрмăш) В.А.Николаев (Çăлпуç) - 13-шер очко пухрĕç. Иккĕшĕ те ăста выляççĕ шашкăлла, иккĕшĕ те çак енĕпе - спорт мастерĕн кандидачĕ-сем. Анчах вĕсен вăйă коэффициенчĕсене шута илсен, Василий Алексеевич Николаев (сăн ÿкерчĕкре) вĕçе-вĕçĕн иккĕмĕш çул шашкăпа чемпион пулса тăчĕ. А.Афанасьев иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн И.И.Соловьев (Тăвай ялĕ), Ю.П.Арестов (Енĕш Нăрваш) тупăшнă. Вĕсем иккĕшĕ те 11-шер очко пухнă турнирта. Коэффициентпа Ю.Арестов виççĕмĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. В.Г.Пастухов - пиллĕкмĕш вырăнта.

Призерсене пурне те медальсемпе тата дипломсемпе наградăланă. Вĕсене райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.В.Петрова панă.

Çитес канмалли кунсенче те ăмăртусем пулаççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче шашкăлла выляссипе йăлана кĕнĕ çулленхи турнир иртет. Ăна шашкăпа спорт мастерĕ, Тăвай районĕн- чен Чăваш Республикин пĕрремĕш чемпионĕ А.Е.Косарев ирттерет. Мартăн 2-3-мĕшĕсенче вара шашкăлла тата шахмăтла выляссипе (икĕ енлĕ кĕрешÿ) районта мала тухассишĕн ăмăртусем пулаççĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче шашкăпа, 3-мĕшĕнче шахматпа ăмăртĕç. Мартăн 3-мĕшĕнчи вăййа ун умĕнхи кун вылянисем кăна хутшăнма пултараççĕ. Шашкăлла выляма 10 минут, шахматла 30 минут параççĕ. Çĕнтерÿçĕсене икĕ енĕпе пухнă очкосене хушса палăртаççĕ.

Ăмăртусем «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче 10 сехетре пуçланаççĕ.

Текст:

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика