АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутра та çунман, шывра та путман…

22 февраля 2019 г.

Вутра та çунман, шывра та путман…

Çĕнĕ Ишпуçĕнче пурăнакан Анна Федотовна Чернован кун-çулĕ çăмăл пулман. Çичĕ ачаллă çемьере çуралнă вăл. Шел те, виçĕ пĕртăванĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ- рен çамрăклах йывăр ĕçре хуçăлма тивнĕ унăн.

Ашшĕпе амăшĕ, Федот Яковлевичпа Марфа Никитична, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, ачисене чунтанах юратнă. Анна 13 çулта чухне тăнăç пурнăç пĕр кĕтмен çĕртен татăлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

-Арçынсем нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçма тухса кайма пуçларĕç. Кашни кун тенĕ пекех ялта салтак юрри илтĕнетчĕ, сăмахĕсем чĕрене çурсах яратчĕç. Лашасене вăрăм урапа кÿлсе, салтак юрри юрласа, ал шăлли вĕçтерсе хире тырă вырнă çĕре тухатчĕç вăрçа ăсанакансем. Вăхăтлăха ĕç пăрахсах сыв пуллашатчĕ халăх пулас салтаксемпе. Эпир те, ачасем, аслисемпе пĕрле тырă выраттăмăр, кĕлте çыхаттăмăр.

Аттен те фронта кайма ят тухрĕ. Йĕре-йĕре, чунтан хурланса ăсатрăмăр эпир ăна вăрçă хирне. Хăйĕн те куççулĕ шăпăртатать. Çапах та чунне хытарса аннене пире, ачисене, тĕрĕс-тĕкел çитĕн- терме хушса хăварчĕ. Темле йывăр килсен те ĕнене сутма хушмарĕ. Атте пилĕпех пулĕ пурте йывăрлăха çĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсрĕмĕр. Куçма пичче Чернигов хулинче - офицер, Ванькка шăллăм колхозра комбайнерта, тимĕрçĕре, трактористра ĕçлерĕ, Марье йăмăкăм фермăра ырми-канми тăрăшрĕ, каярахпа Тăвайри больницăра поварта, сестра-хозяйкăра вăй хучĕ,-асаилÿ çăмхине сÿтрĕ Анна аппа.

Чăнах та, пĕрре те çăмăл пулман вăрçă ачисене. Мăян, крахмал, шĕшкĕ кăчки те çиме тивнĕ вĕсене. Çăка çулçă сарсан нимĕр пĕçернĕ.

Ытти çамрăксемпе пĕрле Анна Шăмăршăна вăрман касма кайнă. 20 çухрăм шала кĕрсе йывăç каснă, туратсене иртсе турттарнă. Икĕ уйăх тертленнĕ çак ĕçре çамрăк хĕрсем: А.Чернова, М.Сорокина, М.Никитина. Кайран яла çуран таврăннă.

Ашшĕ вăрçă хирĕнчен çырусем çырсах тăнă. Пĕр çапăçура йывăр аманса госпитале лекнĕ. Ун хыççăн ăна вăхăтлăха килне янă. Çакă çемьешĕн мĕн тери пысăк савăнăç пулнă.

Салтак алла усса ларман. Пÿрт тăррине кĕлте витнĕ, кил-тĕрĕшри арçын ĕçĕсене туса хăварнă. Вăхăт çитсен каллех фронта тухса кайнă. Ылханлă тăшмана аркатса килне таврăнма шантарнă. Анчах тăван яла каялла таврăнма пÿрмен ăна. 1944 çулта госпитальте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă 44-ри арçын. Федот Яковлевича Новгород облаçĕнчи Солецки районĕнчи Мусцы ялĕн масарне пытарнă. Ăна «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă.

Ашшĕ пÿрт тăррине кĕлте витсе хăварнă хыççăн çемье кивĕ пÿртрен çĕнĕ çурта пурăнма куçать.

Амăшĕ, Марфа Никитична, ырă кăмăллăскер, яла эвакуаципе килнĕ 5 çынран тăракан çемьене кивĕ пÿртре пурăнма ирĕк парать. Аякран килнĕ вырăс çемйи Черновсемшĕн тăван пекех çывăх пулса тăнă. Кил хуçалăхĕнче ĕне пулнăран сĕтне те, юр-варне те пĕрле пайланă, пĕр-пĕрин- пе килĕштерсе пурăннă.

Инкек тÿснĕскерсем ялта ахаль ларман, кунсерен колхоз ĕçне хутшăннă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Ун пеккисем ялта татах та пулнă. Вĕсене те Ишпуç çыннисем хăйсен хÿттине илнĕ, шкул çуртĕн- че те пурăннă хăш-пĕрисем.

Вăрçă чарăнсан чăвашсене, чунтан тав туса, ăшшăн сыв пуллашса каялла хăйсен тăрăхне тухса кайнă эвакуаципе килнĕ тĕрлĕ халăх çыннисем. Тепĕр ырă пулăм çинчен те асăнмасăр хăварам мар.

Ялти хĕрарăмсем, вăл шутра Анна амăшĕ те, çĕрулми хуппине хырса пашалусем пĕçернĕ. Вĕсене миххе тултарса, çуна çине тиесе хĕл кунĕн-че Кармал урлă Шаккăла çуран утнă. Шаккăлтан Канашри салтаксем тăракан чаçе илсе çитернĕ, вĕсене хăналанă, хăйсем çыхнă ăшă алсишсем, чăлхасем парса хăварнă. Вăрçă çулĕсенче темиçе хутчен те хĕлле те, çулла та, кирек хăш вăхăтра та çимеллипе те, ăшă тумтирпе те тивĕçтернĕ салтаксене ырă кăмăллă Ишпуç хĕрарăмĕсем.

Вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та халăха тÿсме çук йывăр пулнă. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Анна фермăра ĕçленĕ. Ăна 9 пăру шанса панă. Пĕчĕк ачасене пăхнă пекех çитĕнтернĕ вăл вĕсене. Каярахпа хĕр сысна ферминче вăй хунă. Вăл тăрăшнипе çурасем кун çути курнă, тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ.

Ун хыççăн ялти шкулта тирпейлÿçĕре 30 çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме пăрахман. Ахальтен мар унăн Хисеп, Тав хучĕ чылай. «Ĕç ветеранĕ» вăл. Анна аппа амăшне те телейлĕ ватлăх парнеленĕ. Пурнăçран уйрăличченех унпа юнашар пулнă. Хăйĕн ачисене утьăкка сиктерме Турă пÿрмен ăна. Йăмăкĕн хĕрĕн ачисене ÿстерме пулăшнă вăл. Вика, Маша, Оля ăна питĕ хисеплеççĕ. Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче пурăнакан Н.Пуганова çемйишĕн яланах хаклă хăна вăл.

Анна аппана ял-йыш та сума сăвать. Çамрăксемпе - çамрăкла, ватă çынпа ватăлла калаçма пĕлнĕшĕн кăмăллаççĕ.

Хăй вăхăтĕнче пÿрт, мунча-вите тĕлĕнмелле ăста мăклама пĕлнĕ Анна аппа. Çавăнпа чылайăшĕ Анна аппаран пулăшу ыйтнă. Чĕннĕ çĕре каймасăр тăман вăл, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Тăхăр теçетке урлă каçнă пулсан та, вашават, хастар кинемей. Малашне те пурнăç сукмакне такăрлатма çирĕп сывлăх пултăр ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика