АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă ăмăртура - 65 пин ытла çын

15 февраля 2019 г.

Уçă ăмăртура - 65 пин ытла çын

Чăваш Республикинче нарăс уйăхĕн 9-мĕ-шĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2019» Пĕтĕм Раççейри чупу иртнĕ. Кашни çулах, йăлана кĕнĕ тăрăх, мĕнпур районсемпе хуласенче халăх йышлăн ăмăртăва тухать. Кăçал йĕлтĕрпе чупма 65 пин ытла çын кăмăл тунă.

Мероприятие уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, ăмăртусен тĕп судйи Лана Прусакова тата ыттисем те хутшăннă. «Эсир ырă ĕç тăватăр. Кашни çул ăмăртусене хутшăнни хăйне евĕр савăнăç. Çемьепе пĕрле тухни тата хавхалантарать, спорта аталантарас ĕçе пысăк витĕм кÿрет»,-тенĕ пухăннисене саламласа Михаил Васильевич.

Тăвай енре «Аль» спорткомплекс стадионĕнче трасса хатĕрленĕ активлă пурнăçа юратакансем валли. «Хĕл Мучи» те йĕлтĕрçĕсемпе пĕрле савăнчĕ кăна, сивĕпе пит-куçран вĕтелемерĕ. Юр та çуса чăрмантармарĕ, çил те çукчĕ. Ăмăртусене районта пурăнакансенчен тĕрлĕ ÿсĕмрисем хутшăнчĕç.

Спорт уявне пухăннисене район адми-нистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ, çитĕнÿсем сунчĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2019» чупура пирĕн район çыннисемпе пĕрле Чăваш Республикин патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский те ырă тĕслĕх кăтартрĕ.

Мероприятие уçнă хыççăн старта шкулчченхи учрежденисене çÿрекенсем тухрĕç. Аслисем хавхалантарнипе пĕчĕкскерсем дистанцие хăвăртрах чупса тухассишĕн тупăшрĕç.

VIP-чупура район администрацийĕн пуçлăхĕ, унăн заместителĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсен ертÿçисем пĕ-ринчен тепри чупса иртме тăрăшрĕç. Вĕренекенсем те маттур пулчĕç, çивĕч кĕрешÿре харпăр хăй пултарулăхне кăтартрĕç. Тăвай ен спортсменĕ-сем пурте йĕлтĕрпе лайăх чупнине кăтартса пачĕç.

Малтанхи виçĕ вырăна тухнисем Хисеп грамотисемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсене хавхалантарма стадиона тухнисем кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Вĕри чей ĕçсе ăшăнакансем те пулчĕç. Районти культура çурчĕн художество коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. «Тăвайри кооператив» потребобщество работникĕсем тĕрлĕ тавар сĕнчĕç, йĕлтĕрçĕсемпе старта тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика