АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерĕвĕн сÿнми çăлтăрне ĕмĕр упрамалла

15 февраля 2019 г.

Аслă Çĕнтерĕвĕн сÿнми çăлтăрне ĕмĕр упрамалла

Вăхăт малаллах шăвать. Часах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитет. Ял тăрăхĕнчи юлашки вăрçă ветеранĕпе те кăçал сывпуллашрăмăр. Çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунисен, таврăнсан пурнăçран уйрăлнисен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.

Еплерех пархатарлă ĕç туса ирттерчĕç 2018 çулта Енĕш Нăрваш ялĕнче. Кĕске вăхăт хушшинчех вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăкпа унăн таврашне тĕпрен çĕнетрĕç, хăтлăлатрĕç. «Ялсенче халăх пурăнакан вырăнсене социаллă тата инженери инфраструктурине комплекслă тирпей-илем кĕртесси» проекта пурнăçласа тата çынсем пулăшнипе хăйсен ырă та пĕлтерĕшлĕ ĕçне юр çăвиччен вĕçлерĕç енĕшнăрвашсем. Сквера тирпейлеме 1.543 пин тенкĕ хывнă бюджетран. Спонсорла пулăшупа вара вăрçа хутшăннисен, пурнăçран уйрăлнисен списокĕсене гранит плитасем çине çырса вырнаçтарма, сÿнми çулăмăн çăлтăрне тата газ парса тăракан системăна çĕнĕрен улăштарма, çутă кăвак тĕслĕ чăрăшсем лартма май килнĕ. Енĕш Нăрвашри вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк тавра эрешленĕ карта тытса çавăрнă, лапама бетон плиткăсем хурса тухнă, канма тенкелсем лартнă. Каçхине кунти тавралăха электрохунарсем çутатса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика