01 февраля 2019 г.
_Preview.jpg)
Василий Волков Чутей ялĕнче 1959 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çичĕ пĕр тăванран виççĕмĕш пулнă. Ялти тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхсе ӳснĕ вăл. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăтам пĕлӳ илес тĕл-левпе Тĕмере çӳренĕ. Çул-йĕр чаплах пулман вăл вăхăтра, транспорчĕ те хальхи пек çӳ- ремен. Çапла икĕ çул хушшинче мĕн чухлĕ çуран утман-ши?
Василий, ачаранпах техника енне туртăннăскер, салтака кайиччен Канашри ДОСААФ шкулĕн- че шофера вĕреннĕ. Çар служби Мускав хулинче иртнĕ, çав çулсенче те автомашина рульне алăран яман. Хĕсметрен таврăнсан юратнă ĕçне малалла тăсса «Кубнинский» совхозри машинăпа трактор паркне водителе вырнаçнă.
1984 çулта Василий Андреевича Чутейри вăтам шкула шофер ĕçне илнĕ. Вăл тăрăшуллă, тирпейлĕ çын. Хăйĕн ĕçне кунта та тӳрĕ кăмăлпа, юратса пурнăçлать. Тепĕр 3 çултан производство вĕрентĕвĕн мастерĕ пулма шаннă. Шкула автобус парсан В.Волков руль умне ларнă. Çавăнтанпах ачасемпе, учительсемпе тĕрлĕ çĕре çула тухать. Техника юсавлăхĕшĕн куллен тимлет. Хăйĕн килти тракторĕпе шкул таврашĕнчи юра хырса типтерлесе тăни пирки те асăнса хăварас килет.
1981 çулта Çĕнĕ Ишпуç хĕрĕпе (Надьăн вара хуларан яла таврăнма тивнĕ) çемье çавăрнă, ывăлпа хĕр ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Андрей аслă пĕлӳ илнĕ, çемйипе Канаш хулинче пурăнать. Тăвайри полици уйрăмĕн-че вăй хурать. Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Шăпах аш- шĕне 60 çулхи юбилейĕ тĕлне пысăк парне тунă, виççĕмĕш хĕр пĕрчи, Настя ятлăскер, çут тĕнчене килнĕ вĕсен.
Волковсен хĕрĕ Алина Канашри медицина колледжĕнче вĕренсе специальноç илнĕ. Мурманск облаçĕнче пурăнаççĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр ӳстереççĕ. Çапла пилĕк мăнук халĕ Василий Андреевичпа Надежда Германовнан.
Ялти хисеплĕ çемьен хуçа- лăхĕнче картиш тулли выль-ăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç туса илес енĕпе те пысăк ăсталăх пухнă вĕсем. Кил пуçĕпе мăшăрĕ тарават кăмăлĕпе палăрса тăраççĕ.