01 февраля 2019 г.
«Чăваш Республикинчи муниципаллă районсенчи ялпа хула тăрăхĕсен территорийĕсенчи вырăнти пуçарулăхсемпе хывăннă обществăлла инфраструктурăна аталантарса» программăна хутшăннă ял тăрăхĕн администрацийĕ «Лачкассипе Тăрмăш ялĕсен масарĕсен картисене юсасси» проектпа.
Лачкассинчи кивĕ масара çынсем хăйсен укçи-тенкипе юсанă. Надежда Геннадьевна Лепилина ял старости пуçарнипе пысăк тĕллевсем пурнăçланă вĕсем иртнĕ çулхи çу уйăхĕн варри тĕлне. Йывăçран тунă кивĕ картана пĕтĕмпех улăштарнă, тимĕр юпасем лартнă, сетка карнă. Масарти ӳссе кайнă йывăçсене касса илсе тухнă. Алăкпа аслăк ăсталанă. Çак ĕçсене тума асăннă ялта пурăнакансем пĕри те айккинче юлман. А.Г.Ершова, Г.П.Кузнецована, О.А.Павлована, П.С.Зво-нарева, Т.Ю.Фоминана, Г.А.Николаевпа ывăлне, П.М.Якимова, Н.У.Бикинин çемйине, Архиповсемпе Нуриевсене ырăпа асăнмалла.
Кашни çулах Тăрмăшра ял уявĕ иртет. Çавăн пекех ваттисен, амăшĕсен, çемье, инвалидсен тата Аслă Çĕнтерӳ кунĕсене паллă тăватпăр пĕрле пухăнса. Уйрăмах Лачкассинче пурăнакансем ку енĕпе маттур. З.В.Семенова, В.А.Николаева, Иннăпа Петр Звонаревсем активлăх кăтартаççĕ. Г.И.Комиссарова, О.А.Павлова, Т. Ю.Фомина тата ыттисем тутлă блюдăсем хатĕрлесе пурне те хăналаççĕ. Г.Н.Павлов учитель ертсе пыракан пенсионерсен ялти Канашĕ культурăллă-массăллă мероприятисене ирттерме тăтăшах пулăшать. Григорий Николаевич Тăрмăш ялĕн хисеплĕ пурăнаканĕ шутланать. 2018 çулхи чӳк уйăхĕнче вăл 1938 çулта çуралнисемпе тĕлпулу йĕркелерĕ. Çавăн пекех Тăрмăшри хĕрарăмсен Канашĕ те ветерансенчен юлмасть. Татьяна Васильевна Ялугина ертсе пырать унăн ĕçне. Пĕлтĕр те ялта ирттернĕ субботниксенче пуçарулăхпа палăрнă хĕрарăмсем. Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен обществăлла организацийĕн Тав çырăвĕсемпе В.В.Николаевапа С.П.Спиридонована хавхалантарнă. Эпир ялти активлă хĕрарăмсемпе мухтанатпăр. Çавнашкаллисен йышĕ нумайлансах пырасса шанатпăр.