01 февраля 2019 г.
Маларахри çулсенче çак латинла каларăшпа тăтăшах усă куратчĕç çынсем калаçура. «Ĕçлеме тата хӳтĕлеме хатĕр пул (ГТО)»,-тенине те манман-ха эпир. ГТО нормативне çулсерен парса спорта, физкультурăна юратма хавхалантарнă, çирĕп сывлăхлă пулма хăнăхтарнă халăха. 1991 çул пуçламăшĕсем хыççăн маннăччĕ çакăн пирки. 2014 çултанпа нормативсене парассине тепĕр хут пуçарса ячĕç. Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕн-че ĕçлекенсем те ак, ку енĕпе хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçларĕç, тĕрĕслевсем витĕр тухса уйрăмлăх паллисене тивĕçрĕç.
Ялсенче пурăнакансем физкультурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ. Район шайĕнче пĕлтĕр волейбол, Тăрмăш ялĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан, В.Г.Васильева асăнса йĕркеленĕ футбол, хĕрарăмсемпе арçынсен командисем хушшинчи, пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пулакан хĕрарăмсен, районти ветерансен турнирĕсем йĕркеленĕ. Ялти спорт стадионĕнче йĕлтĕрçĕсем В.М.Лукин ячĕпе иртекен ăмăртусенче чупаççĕ çуллен. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн, йĕлтĕр-пе чупса мала тухассишĕн пыракан тупăшусене 2018 çулта пуш тата раштав уйăхĕсенче ирттернĕ. Районта пулакан спорт мероприятийĕсенче ырă тĕслĕх кăтартаççĕ тăрмăшсем. Р.К.Ильин, Э. Ю.Никифоров, А.Н.Перцев, А.М.Андреев, И.Н.Та-бакова, О.А.Павлова, Л.Н.Ефимова, В.В.Николаев, О.Г.Никоноров, Н.И.Соловьев - чи пуçаруллисем. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хоккейла вылямалли лапама, шыв сапса, якатма пулăшнисене тав тăвать.
Анатолий Сергеевич Антонова асăнса мини-футбол турнирне 2011 çултанпа ирттерме пуçланă ялта. Вăл Тăрмăшри шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ, спорт ветеранĕ пулнă. Ачасене вĕрентнĕ вăхăтра Анатолий Сергеевич талантлă спортсменсем хатĕрленĕ, футболистсем, йĕлтĕрçĕсем, волейболистсем пулнă вĕсен хушшинче. Ялти тата районти обществăлла пурнăçа аван хутшăннă А.Антонов. Тăрмăш ял тăрăхĕн пĕрремĕш созыври депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă вăл. Шел, йывăр чир ăна пурнăçран вăхăтсăр уйăрнă темиçе çул каялла. Асăннă турнира ачисем - С.А.Антонов, А.А.Прокопьева, М.А. Владимирова, спонсор тата пуçаруçă пулса пулăшаççĕ.
Пирĕн ял тăрăхĕнче 10 çул ĕн-тĕ ветерансем хушшинче волейболла выляссипе турнир иртет. Ăна В.В.Николаев йĕркелет. Унта районти пур ветерансем те хутшăнаççĕ. Ялти спорт пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакансене пурне те тав тăватăп.