АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионат çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ

01 февраля 2019 г.

Чемпионат çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ

Палăртнă пекех, январĕн 26-27-мĕшĕсенче классикăлла шахматпа район чемпионачĕ иртрĕ. 12 шахматист хутшăнчĕ унта. Икĕ куна пынă хĕрÿ кĕрешÿ çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ.

11 очко илме май пур çĕртен 8,5 очко пухса К.В.Григорьев шахматист (Тăвай ялĕ) район чемпионĕ пулса тăчĕ. Виçĕ шахматист, вĕсем - В.А.Дмитриев (Тăрмăш ялĕ), В.Г.Пастухов тата А.А.Семенов (иккĕшĕ те Тăвай ялĕнчен) - 7,5-шер очко выляса илчĕç. Выляв коэффициенчĕпе пăхсан, иккĕмĕш вырăна А.Семенов, виççĕмĕшне В.Дмитриев шахматистсем тухни паллă пулчĕ. Çапла вара çамрăксем ыттисенчен пултаруллăрах пулни яр-уççăн курăнчĕ. Вĕсем медальсемпе дипломсене, Константин Григорьев (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕшĕ) çакăнпа пĕрлех шахматпа ăмăртассипе район чемпионĕн кубокне тивĕçрĕç. Пĕлтĕрхи чемпион В.Пастухов хальхинче тăваттăмĕш вырăна юлчĕ.

Çакăнпах вĕçленмеççĕ-ха районта шахмат вăййисем. Февралĕн 2-3-мĕшĕсенче район кубокĕшĕн ăмăртусем пулаççĕ. Шахматистсем кубок системипе тупăшĕç, сахалтан та 2-шер парти вылĕç. Выляса яраканни вăйăран тухса ÿкет. Ăмăртусем «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕнче иртеççĕ, 10 сехетре пуçланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика