АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă юбилейпе саламласа

18 января 2019 г.

Сумлă юбилейпе саламласа

Ай-хай, аллăра, çитетпĕр çитмĕле,
Сакăрвуннă тултарса çĕр çула та çитмелле.
Çак кунсенче Тăрмăш ялĕнче çуралнă, унтах пурăнакан, 46 çул шкулта учительте, директор çумĕнче, ертÿçĕре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Григорий Николаевич Павлова 80 çулхи сумлă юбилейĕпе чысларĕç. Ĕç ветеранне Тăрмăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Вероника Васильевна Николаевапа «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем саламларĕç, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. В.В.Николаева Григорий Николаевича Тав хучĕпе пĕрле парне парса хавхалантарчĕ. Фольклор ушкăнĕн артисчĕ-сем те хăйсен юратнă вĕрентекенне асăнмалăх парнепе чысласа, вăл килĕштерекен чăваш юрри-кĕввисене шăрантарчĕç.
Григорий Павлова тăрмăшсем анчах мар, таврари ялсенче те, районта та чылайăшĕ пĕлет, мĕншĕн тесен вăл лайăх вĕрентекен, ачасене пĕлÿ илме пулăшакан, çавăн пекех вĕсенчен çирĕп ыйтакан та пулнă. Енчен те хăш-пĕр уроксенче итлемен, ашкăнкаласа ларакан ачасем пулнă пулсан, Григорий Николаевичăн урокĕсенче вара «шăна вĕçни илтĕннĕ». Вĕренекенсене нихăçан та сасă хăпартман, çапах та пурте итленĕ, хисепленĕ ăна. Хăшĕ-пĕри, тен, хăранă та. Халĕ те çаплах, унăн кашни сăмахĕ вырăнлă, пархатарлă. Нумай ачана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă хисеплĕ вĕрентекен. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен саламласах тăраççĕ ăна, хăнана та чĕнеççĕ. Г.Н.Павлов ĕçри çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
2005 çултанпа Тăрмăшри вăтам шкулта историпе краеведени музейĕ ĕçлет. Ăна йĕркелесе ярас тесе педагогика ĕçĕн ветеранĕ сахал мар вăй хунă. Музей ачасене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу парать. Кашни пенсионерăн кун-çулне пĕлсе тăрать çеç мар, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
Мăшăрĕ Зоя Никитична та сатур, ĕçчен хĕрарăм, нумай çул шкулта лаборанткăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Юратнă мăшăр 5 ачине вĕрентсе кăларса, хăйсене килĕшекен професси илме пулăшнă. Пурте çемьеленнĕ, 9 мăнукĕ тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнтарать вĕсене. Туслă мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе те чысланă, ку, паллах, питĕ мухтавлă та пархатарлă. 54 çул пĕрле пурăннине пĕлтĕмĕр.
«Татах та нумай çул пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăнма вăй-хал пултăр. Эпир сире хисеплетпĕр, савăнатпăр пирĕн ялта çавăн пек сумлă çынсем пурришĕн»,-терĕмĕр вĕсен савăнăçне пĕрле пайласа.
Ĕçчен мăшăр картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, икĕ хутлă кермен пек хăтлă çурт çавăрнă. Паллах, лайăх çынсен ачисем те маттур, пулăшаççĕ вĕсем ашшĕ-амăшне. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: «Мĕн акатăн, çавă шăтать»,- тесе.
Çавра сĕтел хушшинче кукăль-пÿремечне те астиврĕмĕр. Кăпăклă сăрипе те сăйлантăмăр. Пĕтĕм лайăххине сунса юрла-юрла клубалла утрăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика