29 декабря 2018 г.

Тĕмерти хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Леонид Канясев раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ.
Шкул çулĕсенчех техникăпа туслашнă вăл. Ашшĕпе пĕрле хире тухман кун пулман та пулĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ чух ăна пулăшаканĕ пулнă. Малашлăхне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе тракторист, комбайнер специальноçĕсене алла илнĕ. Салтакран килсенех «хурçă ут» шанса панă. Каярахпа «Победа» совхозра машинăпа техника паркĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
1970_1980 çулсенче вĕсен çемье династийĕ районти комбайнерсем хушшинче малти вырăнсем йышăннă. Республикăра та палăрнă.
Леонид Васильевичăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Ытти чыслав хучĕ те та чылай унăн.
2006 çулта хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ вăл. Çĕрулми çитĕнтерессинчен пуçланă ĕç-хĕлне. Тĕштырăпа выльăх апачлĕх культурăсем туса илессипе ĕçлет халĕ. Хуçалăхĕнче ĕне выльăх та тытать, 600 ытла гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлет. Çывăх çыннисем пулăшаççĕ ĕçре. Мăшăрĕпе Зоя Петровнапа 5 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, 10 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук килентереççĕ ĕç ветеранĕсене.
Юбилей ячĕпе Леонид Васильевича район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин саламланă, райадминистрацин Хисеп грамотипе, ветерансен медалĕпе наградăланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем, ытти ĕçтешĕсем 70 çул тултарнă ятпа саламласа ырлăх, ăнăçу суннă, асăнмалăх парнесем панă.
Çулне кура мар сатур-ха ялти фермер. Çĕр ĕçне хăнăхнăскер, паян та мал ĕмĕтлĕхпе, хастарлăхĕпе тĕлĕнтерет. Ĕç стажĕ 50 çултан та иртнĕ. Çак хушăра тĕрлĕ ĕçе алла илнĕ, ĕне сума та ÿркенмест. Анчах чунĕ техника еннеллех туртать ăна. Хальхи вăхăтра Л.Канясев Тĕмер, Амалăх, Кармал ялĕсен урамĕсене юртан тасатса çынсене хăтлăх кÿрет.