29 декабря 2018 г.

Район çыннисем те, хăнасем те «Пельменная» кафере апатланма кăмăллаççĕ. Çĕнĕ çул çывхарни те таçтан паллă, каç пулсан илемлĕ тĕслĕ çутăсемпе илĕртет çак çурт. Шалта та хăтлă, хуçисем ăш пиллĕрен те хăй патне туртать. Тăваттăн ĕçлеççĕ кунта, ĕçе район центрĕнчен аякра мар вырнаçнă Çăлпуç ялĕнчен çÿреççĕ. Пурте тарават та ăшă туйăмлă, апатланма, уяв е ытти мероприяти ирттерме кăмăл тăвакансене хапăллăн кĕтсе илеççĕ.
Альбина Николаева повар 2003 çултанпа тăрăшать. Кондитер цехĕнчен куçнă кунта. «Апатланакансем чун ыйтнине астивме пултарччăр тесе тăрăшатпăр. Тутлă апат çинĕ хыççăн кашнинех кăмăлĕ çĕкленÿллĕ, ĕçĕсем тата та ăнăçса кайччăр, тетпĕр. Тин хатĕрленĕ блюдăсене кăна сĕнетпĕр. Мĕн ыйтнине тивĕçтерессине тĕп тимлĕхе хуратпăр,-кăмăллăн пĕлтерет Альбина Петровна. -Халĕ уяв кунĕсем, ĕçе маларах килме те, каярах юлма та тивет. Чи кирли - çынсем кăмăллă юлччăр».
Пултаруллă ĕçчен «Тăвайри кооператив» потребобществăн, район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Чăвашпотребсоюзăн Тав çырăвне, Раççей потребкооперацийĕн «Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» значокне тивĕçнĕ.
Анна Вячеславовна Васильева çак коллективра тăваттăмĕш çул кăна-ха. «Ĕç çине яваплăхпа пăхать, тăрăшуллă»,-терĕç ун пирки те ертÿçĕсем (сăн ÿкерчĕкре А.Николаева аслă поварпа). Раиса Васильевна Николаевапа Валентина Николаевна Редькова апат-çимĕç ăстисене те ырăпа асăнчĕç.