АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2019 çул пуçланать

29 декабря 2018 г.

2019 çулăн палли - сысна. Халапсенче вăл Çĕнĕ çул уявне тума чи юлашкинчен пырать. Сысна 12 пайран тăракан тухăç гороскопне вĕçлет.
Ку çул лăпкă, тăнăçлă пулмалла. Сысна хирĕçÿ-сене юратмасть вăл савăнăçлă, зодиакăн ытти паллисемпе туслă хутшăнура пулать. Çителĕклĕ пурнăçа кăмăллать. Ку çулталăкра çемьесене çирĕп- летме май пулать. Çулçÿреве тухмалли, культурăпа искусство пурлăхĕпе, çутçанталăкăн илемĕ-пе киленмелли вăхăт. Малашлăхлă çулталăк пулать, чăрсăр ĕмĕт-тĕллевсем те пурнăçланма пултараççĕ.
Çĕнĕ çулта юлташсемпе, пĕлĕшсемпе, хăвăр хисеплекен çынсемпе кăна кĕтсе илмелле. Хир сысни çиме юратать, сĕтел çинче тĕрлĕ салат, улма-çырла, пылак япала, пулă пулмалла. Сысна ашĕ кирлĕ мар. Çывхаракан çулта хĕрлĕрех сарă, сарă тумсемпе ытларах пулсан аван. Çемьере хăтлăх тума тăрăшмалла çав кун. Чăрăш çинче тĕрлĕ шарсемпе ярăмсем, сыснана сăнлакан теттесем пулмалла. «Ай, сыснаçăм манăн»,-тесе шÿтлемелле торт татăкĕпе пĕр-пĕрне вараласа.
Çĕнĕ çул парнесемсĕр иртмест. Ĕçтешсене пылак çимĕçпе сăйлама юрать. Кашнин валли пĕчĕк парне хатĕрлеме пулать. Хăйне евĕр кăранташ-ручка та савăнтарĕç. Ертÿçĕ стена çине çакмалли календарьшĕн тав тăвĕ. Пĕчĕк парнесене уяв лотерейинче выляттарма юрать.
Пĕр-пĕрне копилка - сысна, асăннă выльăха ÿкернĕ алтăр, блокнот, значок тата ытти япаласем пама юрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика