29 декабря 2018 г.
Çитес çул - Сысна çулталăкĕ. Çак выльăх тасалăха, йĕркелĕхе килĕштерет. Çавăнпа Çĕнĕ çула кĕтсе илме çурт-йĕре лайăх тасатмалла.
Çурта сарă, ылтăн тĕслĕ хăюсемпе, мишурапа, гирляндăпа илемлетмелле.
Сысна искусствăлла япаласене кăмăлламасть. Çа- вăнпа пÿрте симĕс чăрăш лартсан лайăхрах. Е вазăна хыр, чăрăш турачĕсене вырнаçтармалла.
Парнесем хатĕрленĕ чухне çурта хăтлăх кÿрекен, сĕ-тел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса лармалли япаласем суйламалла: сервиз, чей ĕçмелли хатĕр-хĕтĕр тата ыт те.
Çулталăк тĕсĕ - ылтăн, сарă, хăмăр, симĕс. Тумра çак тĕссем пулсан аванрах. Сысна пĕчченлĕхе килĕштермест. Уява хаваслă, туслă йышпа кĕтсе илмелле.
Сĕтел апат-çимĕçпе пуян пулмалла: чĕрĕ тата пăшăхланă паха-çимĕç, салат, кăмпа, ешĕл çимĕç... Çак кун сысна какайĕнчен пăрăнма тăрăшăр.
Сĕтел варрине керамика савăтпа тулă е пучахлă ытти тырă тултарса хумалла.