21 декабря 2018 г.

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта, пĕтĕм Чăваш Енри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Çак тĕллевпе района Чăваш Республикинчи хăй çÿрекен тата ытти йышши машинăсене техника енчен тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕ - Чăваш Республикин тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килнĕ.
Малтанах информушкăн членĕсем райадминистрацин пĕчĕк залĕнче район администрацийĕнчи муниципалитет служащийĕсемпе тĕл пулнă, Сергей Юрьевич информкунри тĕп темăсене çутатса панă. Вĕсем - ялти пенсионерсен 2019 çултан пуçласа пенси укçин виçи хăпарни, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн XVIII cъездĕнче пăхса тухнă актуаллă ыйтусем, Раççей Правительствин субъектсенче экономика вăй-хăватне аталантарассипе тунă пысăк кăтартусемшĕн вĕсене укçан пулăшу парасси çинчен калакан хушăвĕ, Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн социаллă страховани Фончĕн «Тÿрремĕн тÿлевсем» проектне пурнăçласси тата ытти те.
2019 çулта ялти пенсионерсен пенсине хăпартасси çинчен Раççей Пенси фончĕн Тăвай районĕнчи управленийĕн клиент службин ертÿçи Любовь Иванова та хушса каланă. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2018 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи 350-ФЗ номерлĕ Федераллă закон вăя кĕрет. Вăл ялта пурăнакан пенсионерсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хушма пулăшу паракан улшăнусене ĕçе кĕртет. Ялта пурăнакан, ял хуçалăх производствинче 30 çул е ытларах та вăй хунă ĕçлемен пенсионерсен çирĕплетнĕ тÿлевĕн виçи 25 процент ÿсессине пăхнă. Тăвай районĕнче ял хуçалăхĕнчи пысăк ĕç стажĕллĕ 707 çын пурăнать, вĕсенчен 691-шĕ ĕçлемеççĕ тата «ял хушăмне» илме пултараççĕ. 2019 çулта çакăн валли 922 пин тенкĕ тăкаклаççĕ.
Раççей Федерацийĕн социаллă страховани Фончĕн «Тÿрремĕн тÿлевсем» проектне Тăвай районĕн территорийĕнче 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртесси çинчен РФ социаллă страховани Фончĕн Регионти уйрăмĕн уполномоченнăйĕ - районти тĕп специалисчĕ Лариса Салмина каласа панă. Фондăн регионти уйрăмĕ ĕç паракан ?работодатель/ пособи илекенсем тĕлĕшпе тăратнă сведенисем тăрăх çак пособисене шутласа парать тата тÿлет:
-вăхăтлăха ĕçлеме пултарайманнине пула паракан пособи, çав шута производствăри инкеклĕ ĕçшĕн тата професси чирĕшĕн те кĕрет;
-йывăр çын пулнипе иртерех медицина организацийĕсенче учета тăнă хĕрарăмсене пĕрре паракан пособи;
-ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи;
-çире пуррипе тата çуратсан паракан пособи;
-ача çулталăк çурăна çитиччен пăхма уйăхсерен паракан пособи;
-производствăра инкек тÿсекене хушма отпускшăн паракан тÿлев.
Пособисем тÿлемелли йĕркене улăштарнă пирки ача çулталăк çурăна çитичченхи отпускра ларакансен халĕ малтан хăйне ĕç паракан патне пымалла тата пособи илмелли йĕркене кăтартса çирĕп-летнĕ формăпа заявлени çырмалла. Ача çулталăк çурăна çитиччен уйăхсерен паракан пособие уйăхăн 15-мĕш числиччен тÿлеççĕ. Тăвай районĕнчен асăннă категорири çынсем 23 организацире пур, вĕсене пулас улшăнусем çинчен ăнлантарса парас енĕпе ĕçлеççĕ халĕ.
Вăрă-хурахсем банксен карттисенчен сотовăй çыхăнупа, Интернет сечĕпе усă курса укçа-тенкĕ шăйăрнă тĕслĕхсем вара ку тĕлĕшпе сыхлăха ÿстерме, ăнлантару ĕçне вăйлатса пыма кирлине кăтартса параççĕ. Тÿрремĕн тÿлевсем, укçасăр расчет туни хăвăрт та шанчăклă пулнине çирĕплетеççĕ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси ялан кун йĕркинче тăмалла. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхарса килнĕ май, çынсен тимлĕхе пушшех те çухатма юрамасть, пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла.
Тепĕр актуаллă ыйтусенчен пĕри - йăлари хытă каяшсене пухас, уншăн тÿлес ыйтусем. Çынсене пурăнакансен йышне пысăклатса кăтартнă квитанцисем, çÿп-çапшăн тÿлемелли хак ÿссе пыни пăшăрхантарать.
Тăвай ялĕнчи пушар чаçĕн началь-никĕн заместителĕ Владимир Ананьев районта тухнă пушарсен сăлтавĕсене тишкернĕ, вут-çулăмран тата пушарта çынсем вилессинчен сыхланмалли тĕп задачăсене палăртнă.
Район администрацийĕнчи тĕлпулу хыççăн информушкăн членĕсем ĕç коллективĕсене çитнĕ.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов тата Чăваш Республикин тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский ачасемпе çамрăксен центрĕн-че, ачасен Тăвайри искусство шкулĕн-че, халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Ĕçпе вăрçă тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсем те хутшăннă тĕлпулăва. Информкунри темăсене тĕплĕн сÿтсе явнă. Ытти ыйтусене те çĕкленĕ пухăннисем: çулсене юсасси, пассажирсене турттарасси, çĕр участокĕсене арендăна илесси тата ытти те. Тăвайра пурăнакансемпе ĕçлекенсене «Чăваш пичечĕ» киоска хупни те хытă пăшăрхантарать.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова тата «Чăвашçăкăрпродукт» УАОн генеральнăй директорĕн заместителĕ - «Шупашкарти элеватор» филиалĕн директорĕ Александр Дмитриев Мучарти вăтам шкулта пулнă. Вĕсем информкунăн тĕп темисене çутатса панипе пĕрлех ял тăрăхĕн администрацийĕпе шкулта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене те хуравсăр хăварман. Тĕлпулăва пухăннисем шкула юсас тата спортзал тăвас ыйтăва та пăхса тухма ыйтнă. Мучар шкулĕ спортзалсăр пĕртен-пĕр вĕренÿ учрежденийĕ районта.
Райадминистрацин социаллă аталанупа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Оксана Кириллова тата МАДИн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова Тушкилти вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă. Малтанах кун йĕркинчи темăсемпе калаçнă. Тĕлпулăва хутшăннисене сотовăй çыхăнăва тивекен ыйту канăçсăрлантарнă: Тушкил ял тăрăхĕн территорийĕнче, «Билайнсăр» пуçне, ытти операторсен карас çыхăнăвне йĕркелеме палăртаççĕ-и; Пĕрлех çÿп-çапа турттарса тухассипе çыхăннă халăха пăшăрхантаракан ыйтусем те çиеле тухнă.
Райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Любовь Бериллопа Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Тĕмерти вăтам шкула çитнĕ. Тĕп темăсене сÿтсе явнисĕр пуçне, пухăннисем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене те çĕкленĕ, вĕсем - Тĕмер-Кармал çулне çĕнетсе лайăхлатасси тата Тĕмер ялĕнчи Николаев урамĕнче çул тăвасси.
Тăвайне пĕрле пухăнсан, информушкăн ертÿçи Сергей Вязовский пĕрлехи информаци кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, тĕлпулусем тухăçлă, пĕр-пĕр-не ăнланса иртнине пĕлтернĕ. Вĕсенче хускатнă ыйтусене контроле илнĕ.
Райадминистраци çуртĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.