21 декабря 2018 г.
Тăвай енре киревсĕр йăла-йĕркесене хирĕçлесе çулталăкра икĕ хутчен «Пĕлтерсем: вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ» акци ирттереççĕ. Малтанхи район территорийĕнче пуш уйăхĕн 12-23-мĕшĕсенче иртнĕ. Унăн тĕллевĕ - наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес ĕçе общественноçа явăçтарасси, наркотиксем усă куракан çынсене тупса палăртса вĕсене сиплес ыйтусемпе квалификациллĕ пулăшупа консультаци парасси.
Акци пынă вăхăтра халăх йышлă пулакан вырăнсенче ятарлă ещĕксем вырнаçтараççĕ. Çапла майпа кирек кам та наркотикла тата психотроплă хатĕрсем сутнă тĕслĕхсем, наркопритонсем çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пултарать.
Наркотикла япаласене хирĕçлесе «Вилĕм-пе ăçта сутă тунине пĕлтер» акцие кĕркунне те йĕркелеççĕ районта. Çавна май «Ял ĕçченĕ» хаçатра та, сайтра та акци пирки информаци тата хĕрÿ лини телефонĕсем пĕлтереççĕ. Прокуратурăра, полици уйрăмĕнче, район администрацийĕнче наркотиксемпе усă куракансем пирки анонимлă пĕлтермелли шанчăк телефонĕсем ĕçлеççĕ. Асăннă акцин иккĕмĕш тапхăрĕ ноябрĕн 12-23 кунĕсенче иртнĕ. Алкоголизмпа пирус туртнин сиенĕ çинчен видиосюжетсемпе фильмсем кăтартнă. Волонтер отрячĕ-сем класс сехечĕсем, сывлăх культурине йĕркелессипе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ.
«Право на жизнь», «Я выбираю жизнь», «Вкус сыра в мышеловке», «Россия в табачном дыму», «Здоровое поколение» (Тăвай шкулĕ), «Наркотики», «Жизнь прекрасна» (Чутей) тематикăллă фильмсене сÿтсе явнă. «Младшими школьниками о наркомании», «Мы хотим жить» (Турмыши), «Час здоровья», «Скажи нет наркотикам!» (Тăвай), «Вредные привычки» (Çĕнĕ Пуянкасси), «Скажи нет наркотикам!» (Мучар) класс сехечĕсем ирттернĕ вĕренекенсемпе. Тăрмăшри «Если хочешь быть здоров» калаçу пурне те кăсăклантарнă. «Мир без табачного дыма», «Подросток в мире вредных привычек» (Тăрмăш) мероприятисенче ачасем активлă пулнă. Шкулсенчи библиотекăсенчи литература куравĕсем, ОБЖ тата биологи урокĕсем, çавра сĕтел, презентацисем, листовкăсем сарни, волейболла выляни тата ытти мероприятисем пулнă наркотиксене хирĕçлекен темăпа.
Психоактивлă япаласемпе усă курассине хирĕçлекен профилактикăллă ĕçсене хушма пĕлÿ паракан учрежденисемпе, культура çурчĕсемпе, библиотекăсемпе пĕрле йĕркеленĕ. «Молодежь без наркотиков», «Стоп наркотикам» (Элпуç, Тĕмер), информаци стендчĕсем пурне те кăмăла кайнă. Мучар, Сăхăтпуç ялĕсенче пурăнакан ачасемпе те наркотикла япаласен сиенĕ пирки калаçнă.
Тăрмăшра «Алкоголь, табак, наркотик» урок-презентаци ирттернĕ. Енĕш Нăрвашри, Тĕмерти, Тăвайри культура çурчĕсенче çамрăксемпе наркотик сиенĕ çинчен кĕске метражлă фильмсем курнă.
«Наркотики - искушение любопытством» (тĕп библиотека), «Наркотик без беды» (ача-пăча библиотеки), «Наркомания - от отчаянья к надежде» (Элпуç) тата ытти кĕнеке куравĕсемпе паллашнă вĕренекенсем ялсенчи библиотекăсенче.
Мучарти библиотекăра, «Вилĕмпе ăçта сутă тунине пĕлтер» акципе килĕшÿллĕн, «Формула здоровья» информаци марафонĕ ирттернĕ.
Районта çапла сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтаракан культурăпа спорт мероприятийĕсем чылай пулнă, наркотикла япаласемпе эрех-сăрана, пирус туртнине хирĕçлеме вĕрентнĕ акци вăхăтĕнче, сĕтел çи теннисла вылянă, «Аль» спорткомплексра аслисем ГТО нормисене панă. «Киревсĕр йăла-йĕркесене хирĕçлекен спорт» лозунгпа иртнĕ мероприятисем акци вăхăтĕнче.
Эсир ыйтăвăрсемпе «Шанăç телефонĕ-сем» çине шăнкăравлама пултаратăр:
2-13-82 - район прокуратури;
2-11-15 - полици уйрăмĕ;
2-14-79 - Тăвай районĕн администрацийĕ.