21 декабря 2018 г.

Çак уйăхăн пуçламăшĕнче Вăрманхĕрринчи Табаковсен çемйинче пысăк уяв пулнă. Кил пуçĕ Николай Макарович хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна саламлама Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов та пынă, Раççей Президенчĕ ун ячĕпе янă саламлă çырăва, асăнмалăх парне панă.
Николай Табаков Вăрманхĕр-ринче йышлă çемьере çуралнă. Çичĕ ачаран виççĕмĕш пулнă. Ашшĕне 1942 çулта вăрçа илсе кайнă, тепĕр çултан - аппăшне. Шел те, ашшĕ каялла таврăнайман. Ачалăхне çăмăл тесе калаймăн, ирех ĕçе кÿленме лекнĕ Кольăна. Çемьере пĕр ывăл пулнăран та кил хуçалăхри ĕçсем ытларах ун çине тиеннĕ. Вăрçă вăхăтĕн-че мĕн вăй çитнĕ таран бригадир хушнă ĕçсене хутшăннă. Ăна, правур пулнăран, Канаша тырă леçме янине те аса илчĕ.
Салтака кайма ят тухсан, 1949 çулта, хăйĕн çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне артиллери чаçĕнче чыслăн пурнăçланă. Виçĕ çул службăра пулнă хыççăн тăван яла таврăннă та «Кр.Сормово» колхозра яваплă тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Ревизи комиссийĕн председателĕ, ферма заведующийĕ пулнă. 1969 çулта строительсен бригадирĕ пулма шаннă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăх экономикине çирĕп- летессишĕн пысăк тÿпе хывнă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, мухтав хучĕсемпе наградăланă.
Мăшăрĕпе Ольга Степановнапа килĕштерсе пурăнаççĕ. Кирпĕч çурт лартнă, çичĕ ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çичĕ мăнукĕпе вĕсен пилĕк ачи чунĕсене çĕклентереççĕ. Ватă пулсан та пахчара кăштăртатма юратать. Кил хуçалăхĕнче чăх-чĕп, качакасем пур. Ачисем канмалли кунсенче килсе пулăшсах тăраççĕ.
«Эсир çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçлесе мирлĕ пурнăçа çывхартнă. Каярах та ял ата-ланăвĕшĕн нумай вăй хунă. Çынсене те стройка ĕçĕсенче чылай пулăшнă. Тавах сире, Николай Макарович. Нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, иксĕл-ми вăй-хал сунатпăр»,- тенĕ Николай Иванович.