АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын ĕçпе илемлĕ

21 декабря 2018 г.

Çын ĕçпе илемлĕ

Ку статьяра Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Герасимовсем - Зоя Васильевнапа Николай Павлович çинчен çырса кăтартма кăмăл турăм. Вĕсем ман ÿсĕмри çынсем, ялта пурте хисеплеççĕ, ырă тĕслĕхе хураççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, ĕçчен çемье, кÿршĕсемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ обществăлла ĕçе хастар хутшăнаççĕ тата ытти те. Çак кунсенче сумлă мăшăр хăйсен 70 çулхи юбилейне паллă тăвать тата çемье çавăрнăранпа 44-мĕш çул çине кайрĕ.
Зоя Васильевна 1948 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ульяновка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕ-ренсе тухнă. Çак ĕçре «Красная Чувашия» колхозра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Ун хыççăн партком секретарĕ, ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕ, колхозри кăлпасси кăларакан цех пуçлăхĕ тата 16 çул кадрсен пайĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тата «2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне активлă хутшăннăшăн» значока тивĕçнĕ. Паянхи кунчченех Енĕш Нăрвашри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертÿçи. Ялти ватă çынсен «Тĕпел» ушкăнĕпе те яланах сцена çинче куратăн ăна.
Николай Павлович 1949 çулхи кăрлачăн 6-мĕш кунĕн-че Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Мăшăрĕ пекех Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, инженер специальноçне алла илнĕ. 1977-2007 çулсенче Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче вăй хунă. Шкул ачисене тракторист ĕçне хăнăхтарас тесе вăй-халне шеллемен вăл.
Çакăн хыççăн пĕр хушă Енĕш Нăрваш ял администрацийĕнче çĕр енĕпе ĕçлекен специалистра та тăрăшрĕ. Пенсине тухнă хыççăн ялсен историне тĕпчессипе те пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ. Районти «Ял ĕçченĕ» хаçатпа тачă çыхăну тытать, тĕрлĕ статьясем пичетлесе кăларать. Н.Герасимов обществăлла ĕçсенче маттур. Пĕтĕм Раççейри перепиçсене хастар хутшăннăшăн та икĕ хутчен наградăсемпе чысланăччĕ ăна.
Николай Павловичпа Зоя Васильевна 2 ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеленнĕ. 7 мăнук вĕсен. Саша, Леня, Вера шкулта вĕреннĕ чухне темиçе хутчен те Енĕш Нăрваш, Тăвай районĕн командисене республикăри шкул ачисем хушшинче ирттернĕ шахмат вăййисен ăмăртăвĕсенче ăнăçлă хÿтĕленĕ. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест»,-теççĕ. Чăннипех те çапла, ашшĕ те вĕсен ăста шахматист, шашка вăййисенче те учительсем хушшинче малти вырăнсене йышăннă.
«Шалкăм çумăр çурĕ те
Йĕпентĕмĕр пулмалла.
Çулсем иртсе кайрĕç те
Ватăлтăмăр пулмалла».
Анчах та манăн паян çапла калас килет: «Чунăрсемпе çеç мар, ĕçĕрсемпе те çамрăк-ха эсир, хисеплĕ Зоя Васильевнапа Николай Павлович. Малашнехи пурнăçра та сире çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей те ăнăçу пултăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика