АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ хутшăнусем

30 ноября 2018 г.

Ĕçлĕ хутшăнусем

Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕпе Геннадий Свидерскийпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Беларуç Республики Чăваш Республикипе тачă çыхăннине, стратегиллĕ партнер пулнине палăртнă. Вĕсен тăрăхĕнче тухакан техника ял хуçалăхĕнче анлă сарăлнине, халăх кăмăлланине пĕлтернĕ вăл, тахçантанпах ĕçлĕ çыхăнусем пулса пынине каланă.
Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Геннадий Свидерский регион ертÿçине хăйсене чаплă кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Ертÿçĕсем республикăри предприятисене çитнĕ, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Беларус техникине вĕрентекен икĕ агрокласс уçнă. Производство практикине унти промышленноç предприятийĕсенче ирттерме калаçса татăлнă.
Шупашкара пĕр вăхăталлах Минск автозаводра туса кăларнă вĕр-çĕнĕ 10 автобус та çитнĕ. Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Анне» палăк умĕнчи тÿремре çак сăлтавпа савăнăçлă уяв иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă хăна Геннадий Свидерский автобус водителĕсене уçăсем панă. Автобуссене - «Крокус - авто» тулли мар яваплă общество туяннă. Унăн генеральнăй директорĕ Виталий Дубиков шанчăклă та эффективлă двигательлĕ транспорт 72 пассажир илсе çÿреме пултарнине, çулталăк вĕçлениччен автопарка тата 60 автобус килсе çитессе пĕлтернĕ.
Çав кунах ЧР Правительство çуртĕнче Беларуç Республикипе Чăваш Республики хушшинчи ăслăлăхпа техника, суту-илÿпе экономика тата культура çыхăнăвĕсене анлăлатас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн XI ларăвĕ иртнĕ.
Канашлăва Чăваш Ен Пуç-лăхĕ Михаил Игнатьев уçнă. Вăл икĕ енлĕ ĕçлĕ хутшăнусем 2002 çулта йĕркеленнине палăртнă, çавăн чухнех вĕсене анлăлатас енĕпе тăрăшакан ушкăна туса хунине аса илтернĕ. «Çак туслăх пирĕншĕн питĕ хаклă. Вăл малашне тата та çирĕпленсе, вăй илсе пырасса шанатăп»,-тенĕ Михаил Игнатьев. Беларуç Республикин промышленноç министрĕн пĕрремĕш заместителĕн Геннадий Свидерскин шухăшĕпе çак ĕçлĕ хутшăнусене çирĕп тытса пыма майсем çителĕклĕ.
Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Беларуç Республикин Правительстви суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата социаллă пурнăçпа культура енĕпе 2017-2019 çулсем валли тунă килĕшĕве тĕпе хурса палăртнă мероприятисене ĕçе кĕртнине сÿтсе явнă. Çитĕнÿсем куçкĕрет. Беларуç Республики Чăваш Енĕн стратегиллĕ партнерĕ шутланать. Экспорт тата импорт хутшăнăвĕсен кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартăвĕсемпе вăл иккĕмĕш вырăнта тăрать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 17,2 процент ÿснĕ, экспорт - 19,5 процент, импорт 16,3 процент хăпарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика