23 ноября 2018 г.
Паянхи пек астăватăп, эпир, Пуянкассинче 7-мĕш класра вĕренекенсем, Филипп Филиппов, Домна Васильева, Галина Терентьева тата эпĕ Тăвайри комсомол райкомне комсомола кĕме кайнăччĕ. Комсомол билечĕсем илнĕ хыççăн савăнсах киле кайма тухрăмăр. Январь. Урамра тĕттĕм. Анчах та эпир хамăра хăюллăн тытатпăр. «Халĕ эпир комсомолецсем, комсомолецсем хăюллă та паттăр, эпир нимрен те хăрамастпăр»,-тетпĕр.
Комсомола кĕнĕ хыççăн, чăнахах та, пурте тăрăшса вĕренме пуçларăмăр. Спортра та ăмăртусене малти вырăнсене тухма тăрăшаттăмăр. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пурте колхозра ĕçлеттĕмĕр. «Комсомол» сăмах çамрăксене тăрăшса ĕçлеме, вĕренме хавхалантарнă. Тăвайри вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕреннĕ чухне Галя Терентьева ертсе пынипе ялта хор кружокĕ йĕркеленĕ-ччĕ. Концертпа юнашар ялсене те çитнĕччĕ.
Çав вăхăтрах Элпуçĕнчи вăтам шкулта 9-10-мĕш классенче вĕренекен комсомолецсем К.Иванов çырнă «Нарспи» поэма тăрăх спектакль лартнăччĕ. Унти комсомолецсем Виталий Михайлов, Николай Борисов, Георгий Сергеев, Анатолий Ильин вылянине куракансем пысăк хак панăччĕ. Вăл спектакльпе пирĕн Пуянкассине те килнĕччĕ.
10-мĕш класс вĕренсе пĕ-тернĕ хыççăн эпĕ Çĕрпÿри библиотекарьсем хатĕрлекен техникумра вĕренме тытăнтăм. Унта пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн эпир, 18-19 çулсене çитнĕ 30 хĕрача, комсомол путевкипе Казахстана çерем çĕрсем уçма кайма шутларăмăр. Пирĕн хушăра хамăр районти Тĕмер ялĕнчен Клара Мюресова, Тăвайĕнчен Раиса Пермякова пулнă. Пире Канашран Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕсемпе пĕрле ăсатрĕç. Эпир пурте хаваслă, кăмăл çĕкленÿллĕ, романтика илĕртет: каччăсем купăс калаççĕ, эпир юрлатпăр. Ун чухне эпир тавар турттаракан поездпа кайнă. Çул çинче икĕ хутчен - Хусанта тата Свердловскра тутлă апат çитерчĕç.
Çурçĕр Казахстан облаçĕн-чи Мамлютка станцине çитсен пире пĕр-пĕринчен уйăрчĕç. Эпир Пресновка районĕнчи «Буденовский» совхоза лекрĕмĕр. Пире кĕтсе мунча хутнă, апат хатĕрлесе хунă. Тепĕр куннех икĕ сменăпа ĕçлеме пуçларăмăр. Кăнтăрла улăма комбайн çинчен тăкса пыратпăр, каçхине тырă сăвăратпăр.
Парти тата комсомол секретарĕсем пирĕн пата районтан час-часах пырса тăратчĕç. Вырăнти çынсем, çамрăксем кÿрентермеççĕ-и, апат лайăх çитереççĕ-и, тесе ыйтатчĕç. Унта тĕрлĕ халăх çынни - казах, чечен, нимĕç, поляк, вырăс - пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслă пурăнатчĕ. Пире никам та, нихăçан та кÿрентермен. Чăваш хĕрĕсем илемлĕ, хастар тетчĕç.
Кашнинех хисеп хучĕпе чысларĕç. Эпир вара хамăр енчен клуб валли радиоприемник илсе патăмăр.
Тыр-пул йÿнĕччĕ унта, ăна выльăха та çитернĕ. Утă-улăм темĕн чухлĕччĕ, кашни уйрăм кил хуçалăх 2 е 3 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Халăх пуянччĕ. Анчах вăрман çукран çуртсене саманран тăватчĕç, пÿрте улăмпа хутса ăшăтатчĕç. Каçхине сулхăн, кăнтăрла 35-40 градус таран вĕриччĕ.
Халĕ пурнăç унта та улшăннă пулĕ. Каялла эпир икĕ уйăхран пассажир поезчĕпе тулли кăмăлпа, укçа енчен пуян таврăнтăмăр.
Техникум вĕренсе пĕтерсен манăн Тăвай парти райкомĕн библиотекинче ĕçлеме тÿр килчĕ. Ун хыççăн комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕн-че ĕçлерĕм.
Тăвай тата Вăрмар районĕсе-не пĕрлештернĕ хыççăн Вăрмарта комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пултăм. Çав вăхăтрах районсенчи радиовещанин дикторĕнче Герман Матвеевич редакторпа пĕрле ĕçлерĕм. Комсомол маншăн ялан телей, савăнăç, шанчăклăхпа пуласлăх пулса тăнă.
Вăл вăхăтра районти ялсенче çамрăксем нумай пулнă, ялсенче пуçламăш комсомол организацийĕсем çамрăксене пĕрлештерсе воспитани парас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ. Эпир, комсомол райкомĕнче ĕçлекенсем, час-часах ялсене тухса çÿ-ренĕ, çамрăксемпе пĕрле пулма, вĕсене пулăшма тăрăшнă. Лекцисемпе калаçусем, пухусем, кану каçĕсем йĕркелеме пулăшнă. Акара, тырпул пухса кĕртнĕ вăхăтсенче районти агиткульт-бригада концертсем йĕркеленĕ. Пĕррехинче эпĕ Тушкиле, «Рассвет» колхоза пуху ирттерме кайнăччĕ. Пухура колхоз председателĕ Алексей Филиппович комсомолецсене улăм купалама кайма чĕнсе каларĕ. Пуху хыççăн пурте сенĕксем илсе уя ĕçлеме кайрăмăр. Пурте савăнсах тулли кăмăлпа ĕçлерĕмĕр.
Кашни çулах ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн районта ĕçпе юрă уявне ирттернĕ. Унта концертсăр, спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне лайăх ĕçлекен, хастар ĕçпе палăрнă ĕне сăвакансене, механизаторсене, пултаруллă çамрăксене - комсомолецсене пысăк парнесем парса чыс тунă. Комсомолăн ĕçĕ нумай енлĕ. Пĕтĕм ĕçре пире парти райкомĕ, вĕсен секретарĕсем Е.В.Роштов, В.Е.Кузнецов, П.Я.Яковлевпа В.А.Козлов, П.А.Журавлев ертсе пынă, тĕрĕс те лайăх ĕçлеме вĕрентнĕ. Вĕсен умĕнче эпĕ яланах пуçăма таятăп.