23 ноября 2018 г.

Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Нина Алексеевнапа Виталий Николаевич Ярмулинсемпе вĕсен тăванĕ-сем Тăвайри ЗАГС уйрăмне пухăнчĕç çак кунсенче, 60 çул пĕрле пурăннине паллă турĕç. Халăхра ку уява бриллиант туй теççĕ. Бриллиант - чи хаклă чулсенчен пĕри, телейпе çирĕплĕх символĕ.
60 çул каяллахинчен те ытларах хумханакан хĕрпе каччă пек Мендельсон маршĕн кĕввипе, хăнасем алă çупнă май, зала кĕчĕç.
Малтан туслă мăшăра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке саламларĕ. «Çул хыççăн çул хыçа юлнă май Виталий Николаевичпа Нина Алексеевна хăйсен ăшă туйăмне паянхи кунччен упраса хăварнă, вĕсем пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, хисеплеççĕ. Ярмулинсен çемйин пурнăçĕнчи историйĕ интереслĕ, тĕрлĕ пулăмсемпе пуян. Вĕсен çемйин союзĕн шанчăклăхĕ тата çирĕплĕхĕ пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать»,-тенĕ Владимир Алексеевич.
60 çул хăвăрт хыçа юлнă, мăшăрăн çак тапхăрти лайăх, çутă кунĕсем ĕмĕрлĕхе асра юлнă. Ярмулинсем проблемăсемпе йывăрлăхсене пĕрле татса панă. Виталий Николаевичпа Нина Алексеевна йăлана пăхăнса районти юбилейлă туйсен кĕнеки çине алă пусрĕç, çамрăк чухнехи пек вальс çаврăнчĕç.
Иккĕшĕ те вĕсем Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нина Алексеевна Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Лачкассинчи пуçламăш классене вĕрентекенре 35 çул тăрăшнă, унтан тăван ялти шкула ĕçлеме куçнă. Виталий Николаевич салтакра пулнă хыççăн ДОСААФăн Канашри шкулĕн инструкторĕн-че ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва кайичченех, 40 çул хушши пысăк квалификациллĕ водительсем хатĕрленĕ вăл. Харпăр хăй ĕçĕсенче тăрăшулăх кăтартнă мăшăр тĕрлĕ наградăсене тивĕçлĕ пулнă. «Ĕç ветеранĕ» медальсем те пур вĕсен. Виталий Николаевич - III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕ орденăн кавалерĕ.
Ярмулинсем кил хуçалăхне лайăх шайра тытаççĕ, качака, хур-кăвакал, чăх-чĕп тытаççĕ.
Ывăлĕпе ?Олег Витальевич/, хĕрĕсем ?Людмила Витальевнапа Эльвира Витальевна/ аслă пĕлÿ илсе ашшĕ- пе амăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ.
Паянхи куна Ярмулинсен пилĕк мăнук, вĕсен ачисем те пиллĕкĕн.
Малтан ачисем ашшĕпе амăшне юрласа саламланă. Юбилярсем тĕл пулăва килнĕ Тăвайри 9 «б» класс ачисене туслăха епле хакламалли пирки каласа ăнлантарнă.
«Тăвай ен» ансамбль хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă çакăн хыççăн.