АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регион фестивалĕнче пултăмăр

23 ноября 2018 г.

Регион фестивалĕнче пултăмăр

Самара хулинчи Культура керменĕнче «Кĕр сăри» ятпа XXI фольклор фестивалĕ иртрĕ. Уява пултарулăх ушкăнĕсем чылай çĕртен килнĕ. Пирĕн умĕн Оренбург облаçĕнчен çитнĕ йăхташсем. Республикăран районти «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне хутшăнма суйласа илни пысăк чыс пулчĕ («Кĕр сăри» ирттерме облаçри Культура министерствипе хула администрацийĕ, «Халăх туслăхĕн» учрежденийĕпе регионти «Пехил» («Благословение») обществăлла организаци пулăшнă. Фестивалĕн тĕллевĕ: чăвашлăха упраса малалла аталантарса пырасси, фольклор ушкăнĕсенчен хастаррисене тупса палăртасси, вĕсене Чăваш Республикин кунне (июнĕн 24-мĕшĕ) уявлама хутшăнтарасси.
«Кĕр сăрине» ĕлĕкрен уявланă. Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн чăваш халăхĕ çĕнĕ тырăран кăпăшка çăкăр пĕçернĕ, кăпăклă та сиплĕ сăрине вĕ-ретнĕ, тăванĕ-пĕлĕшĕсене чĕнсе хăналанă. Уйрăмах аякри тăванĕсене чĕнме тăрăшнă, эрнипех те тăсăлнă вара кĕр сăри уявĕ.
Фестиваль анлă иртрĕ, нумай фольклор коллективĕ хутшăнчĕ, кашниех хăйĕн ăсталăхĕ- пе паллаштарчĕ. Чăваш сăмахлăхĕ, юрри-кĕвви пĕрин хыççăн тепри янăрарĕ. Аякри йăхташсем хăйсем чăваш пулнишĕн вăтанмаççĕ, таса та типтерлĕ калаçаççĕ. Хушпу-тухьясемпе хăйсем, ум çаккисем ĕлĕкхилле çыхăнса тăраççĕ.
Эпир те хитре тумланса кайрăмăр, чăн чăваш тумĕпе, хушпу-тухьясемпе. Пирĕнпе пĕрле Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн ĕçченĕсем те пулчĕç: Галина Русская, Вячеслав Ефимов, Зоя Васильева. Николай Петровпа Вячеслав Ефимов купăспа хавхалантарса пычĕç. Алексей Матросовпа Владимир Совин параппанпа аван çапрĕç. Зоя Васильева хĕрарăмсен ĕлĕкхи пуçа çыхмаллине (чалмана) çыхса самарсене тĕлĕнтерчĕ. Фестивальте наци апат-çимĕçĕпе ал-ĕç ăстисен куравĕсем те пулчĕç. Пирĕн маçтăрсем, фольклор ушкăнĕн хастар артисчĕсем, хăйсен ĕçĕсемпе хаваслансах паллаштарчĕç. Уйрăмах Венера Николаевăн тĕрри-эрешĕ-семпе, чăваш тумĕллĕ пуканисемпе кăсăкланчĕç курма килнисемпе жюри членĕсем. Зоя Семеновапа Нина Семенова та вĕтĕ шăрçаран çыхнă масмаксемпе мăй çыххисем, тухьяпа хушпусем тăратнă курава, мĕнле ăсталамаллипе хаваспах ăнлантарчĕç хăнасене.
Тăвайсен сĕтелĕ те пуян пулчĕ. Татьяна Ялугина кăмакара пăшăхланă хур, Галина Табаева чăкăтпа пÿремеч, Елена Иванова сутĕнпе вĕтĕ кукăльсем, Нина Семенова çăмарта хăпартни, кукăль, Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн ĕçченĕ-сем шăрттанпа юн тултармăшĕ, пăшăхланă какай, Людмила Семенова кăмпапа пĕçернĕ пÿремеч, купăста кукăлĕ, Елена Матросова техĕмлĕ сăрапа кăмакара пĕçернĕ çĕрулми, Арина Алексеева хуплу, Инна Звонарева çăмартапа купăста салачĕ, Николай Петров сысна хырăмлăхĕнчен хатĕрленĕ рулет, Светлана Спиридонова капăртма тата ытти тем тĕрлĕ çимĕç пулчĕ унта. Жюри членĕсемпе куракансене хăналарăмăр хамăр апат-çимĕçсемпе, кăпăклă сăрине те ĕçтертĕмĕр. Пур конкурссенче те «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕ, эпир куншăн питĕ савăнтăмăр. Фойере хăнасене юрлаттарса та, ташлаттарса та хавхалантартăмăр.
Анлă сцена çинче вара «Шĕшкĕ мăйăр тулмасан», «Вăрманта çатрака», «Çавăрма çук çавра куркине» юрăсене шăрантартăмăр. Валерий Макаровпа Аркадий Антонов чăваш ташшине çаптарчĕç кăна, ыттисене те пĕрле ташлаттарчĕç. Çав тери аван йышăнчĕç пире фестивале килнисем, кашни номерех тăвăллăн алă çупрĕç, шăхăрчĕç. Хамăр та питĕ кăмăллă юлтăмăр. Тăвайĕнчи клубсен системин ертÿçи Арина Алексеева ертсе пычĕ делегацине, ăшă сăмахсем каласа саламларĕ вăл ентешсене, мала тухнисене дипломсем парса хавхалантарчĕ.
Самарсем пире ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатрĕç. Пысăк тав сăмахĕ калас килет инçе çула тухса фестивале хутшăннă маттур халăх артисчĕсене, яланах ырлăхлă-сывлăхлă пулăр, телейĕр хăвăрпа пĕрле çÿретĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика