16 ноября 2018 г.

Надежда Николаевна Алексеева (сулахайри) - Чутейри куллен кирлĕ таварсен магазин заведующийĕ. Ĕç ăнăçлăхĕ ăна мĕнле йĕркелесе пынинчен, ĕç меслечĕсене лайăхлатса, çĕнĕлĕхсем кĕртнинчен те килнине аван ăнланаççĕ Н.Алексеевапа пĕрле тăрăшакансем. Ялта пурăнакансене лайăх тивĕçтернисĕр пуçне халăхран тĕрлĕ чĕртавар пухассине пысăк пĕлтерĕш уйăраççĕ. Чутейсене сиплĕ курăк пухассине лайăх йĕркеленĕшĕн республикăра та палăртнă. Уйрăмах палăрнисене хавхалантарнă та. Надежда Николаевнана иртнĕ кунсенче çывăх çыннисем, ĕçтешĕсем, тус-юлташĕсем 50 çулхи юбилейпе саламланă. Ĕç кăтартăвĕсемшĕн тĕрлĕ наградăсемпе чысланă ăна.
Çавăн пекех Чутейре тĕрлĕ таварсемпе пĕрле çынсене «чун апачĕпе» тивĕçтерессипе те маттур ĕçлеççĕ. «Ял ĕçченĕ» хаçата нумайăшĕ вĕсем урлă çырăнса илеççĕ. Редакцин Тав çырăвĕ-пе пĕрре кăна мар чысланă сутуçăсене.
Вăтаялĕнче пурăнакан Антонина Никитина сутуçăна Кармалта хăйсен ял çынни пекех йышăнаççĕ. Кирлĕ тавара хăвăрт тупса панисĕр пуçне, килен-каянпа чуна уçса калаçма тивет. «Тараватлă, сăпайлă»,-теççĕ ун пирки ял çыннисем. Чылайранпа ĕнтĕ Антонина Егоровна магазинта ĕçлет. Чуна çывăх ĕç савăнăç кÿнине палăртать вăл.