16 ноября 2018 г.

Наталия Иванова 2004 çултанпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан специалистĕнче тăрăшать. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăнах районти культура пайне экономиста вырнаçнă пулнă.
Елчĕк районĕн хĕрĕ Тăвай каччипе Андрей Витальевичпа çемьеленсе çак ялтах тĕпленнĕ. Пурăна киле йыш хушăнсах пынă. Виçĕ ывăл - пăхаттир çитĕнет çирĕп те туслă çемьере. Асли Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш курс студенчĕ, инженер-энергетик пуласшăн. Унран кĕçĕннисем шкулта лайăх вĕренсе ашшĕпе амăшне савăнтараççĕ. Вĕсем пекех спортпа туслă, уйрăмах ишессипе, дзюдо, самбо енĕпе çитĕнÿсем тăваççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннине пĕлтерчĕ амăшĕ.
Наталия Николаевнан мăшăрĕ водитель. Чылай çул Çурçĕре вахта меслечĕпе çÿренĕ, кунта та хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл, çемьепе ытларах пулас тесе, çывăхрах ĕçе вырнаçнă. Кил-тĕрĕшри ĕçсене яланах пĕрле, канашласа тума хăнăхнă. Çак паха ен Н.Иванова ĕçлекен коллективра та малти вырăнта тăнине палăртмалла. Кунти кашни специалистах центра пыракан çынсене ĕçпе тивĕçтерес е хушма професси илме пулăшас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тимлет. Акă, Н.Иванова тинтерех ĕçсĕр-рисен учетне тăнă хĕрарăма пособи тÿлемелли йĕркепе паллаштарчĕ. Тепĕрне, штата чакарнипе пынă арçынна, консультаци пама ĕлкĕрчĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа мĕнпурĕ 655 çынна ĕç тупса панă, 18 инвалида ĕçпе тивĕçтернĕ. Çынсене пулăшас тĕллевпе вакансисен ярмăрккине йĕркеленине те асăнса хăварчĕ центр специалисчĕ. Юлашкинчен ăна юпа уйăхĕн вĕçĕнче ирттернĕ.
«Çынсене ĕç тупма, ытти енĕпе пулăшма май килсен чун савăнать, кашниех ĕç вырăнĕнче яваплăха туяççĕ пирĕн»,- пĕлтерчĕ уçă кăмăллă хĕрарăм, хăйĕн ĕçне чун хавалĕпе пурнăçлама хăнăхнăскер.
Тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксенче те яланах малтисен ретĕнче Любовь Кузьмина ертсе пыракан коллектив. Районта иртекен ăмăртусене те пĕр çын пек хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ытти обществăлла ĕçсенче те активлăхпа палăраççĕ.
Наталия Иванована нумаях пулмасть район администрацийĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă