АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьеллĕ пурнăçран пистернĕ

16 ноября 2018 г.

Ку ĕç 70-мĕш çулсенче пулса иртнĕ.
Ялта пирĕн кÿршĕре пурăнакан Кирук пиччене яланах сума сунă. Алли ылтăн пулнăран. Пуçăннă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçланăран. Сăн ÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен илĕнмен. Хĕрĕхелле çитсе пыракан Кирук пиччен ялан лаша пек вăй хунипе ача-пăчаллă пулма шухăшĕ те пулман пулĕ çав...
Пĕррехинче ăна уяв умĕн юлташĕсем хăнана чĕннĕ. Вĕсем Кирук пиччене авлантарма шут тытнă иккен. Миккуль пичче ун валли Çĕнĕ Упи хĕрне - вунă çул кĕçĕнреххине - тупса хунă.
Кирук пиччене ĕçтерсе ÿсĕртнĕ те лаша кÿлсе хĕр илме кайнă. Юрă шăрантарсах хĕр пурăнакан çурт тĕлне чарăннă. Кĕнĕ. Калаçнă. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулман. Çураçнă пикене Кирук пичче килне лартса килнĕ. Килтисем - ватă амăшĕпе шăллĕ - тĕлĕнсех кайнă.
-Туй тума эпир хатĕрленмен,-тенĕ амăшĕ.
-Маюк аппа, ан пăшăрхан, аншарлине те, апат-çимĕçне те тупатпăр. Вĕсем темех мар, тимĕре хĕртнĕ вăхăтра ĕçе кĕртесчĕ. Кирук та, хĕрĕ те хирĕç мар,-тенĕ каччă юлташĕсем.
Туй кĕрекине самантрах хатĕрленĕ. Ĕçкĕ-çикĕ пуçланнă. Маюк аппа савăннипе туй халăхĕпе пĕрле ĕçнĕ, çинĕ.
-Кирук, ачам, телейлĕ те нумай ача-пăчаллă пул,-пилленĕ амăшĕ.
Кирук та, малтанах ÿсĕрĕлнĕскер, черкке хыççăн черкке ÿпĕнтернĕ. Ăна кравать çине йăтса кайсах вырттарнă. Кăвак çутăпа туй халăхĕ саланнă.
-Кинĕм, санăн халĕ вăтанмалли çук. Салтăн та Кирук çумне кĕрсе вырт. Эсир халĕ арлă-арăмлă, -тенĕ Маюк аппа.
Çутăлнă. Кирук та урăлса çитнĕ. Хăй çумĕнче хĕр выртнине асăрханă.
-Мĕн амакĕ ку; Ман çума выртма мĕнле хăюлăх çитертĕн;-тустарма тытăннă хĕре.
-Кирук, эпĕ халĕ санăн арăму. Çĕркаç мĕнле чаплă туй турăмăр! Сан пата эпĕ ирĕксĕр килмен. Хăвăр лашапа лартса килтĕр.
-Мана арăм кирлĕ мар! Тухса кай!-кăшкăрнă Кирук.
-Çук, упăшкам, эпĕ ку çуртран тухса каймастăп! Атте-анне, ял-йыш умне мĕнле питпе курăнас; Вĕсем мĕн калĕç;
-Эпĕ санпа пурăнмастăп! Мана çынсем тупса панă арăм кирлĕ мар! Кирлĕ пулсан хамах тупатăп!-хăйĕннех пенĕ Кирук.
Кăшкăрашнипе Кирук шăллĕ вăраннă.
-Пичче, мĕн авланнă-авланманах арăмна вăрçатăн; Сирĕн халĕ пĕр-пĕрне чуп туса та юратса кăна пурăнмалла.
-Çитет, эс те пулин мана ан вĕрент. Манса кай, эпĕ санăн пиччÿ,-тенĕ Кирук. -Мана ку хĕр кирлĕ мар! Эсĕ те çирĕм çиччĕри каччă. Кирлĕ пулсан - авлан. Зоя санпа пĕр çулалла. Вăл манран вунă çул кĕçĕн. Туй туни сая ан кайтăр. Пĕрле пурăнма тытăнăр. Эпĕ хирĕç мар.
-Хытă ан шавлăр-ха, ачамсем, пуçăм çурăлса каясла ыратать. Ытлашшиех ĕçрĕм пуль çав,-тенĕ ыйхăран вăраннă Маюк аппа.
-Анне, мана арăм кирлĕ мар. Вăхăт çитсен хамах тупатăп,-тенĕ Кирук хулăн сасăпа.
-Ачам, ял-йыша култарар мар. Миккуля хĕр тупса панăшăн тав тăвар. Хĕрĕхе çитрĕн вĕт, хăçан хăв тĕллĕн хĕр тупса авланнă пулăттăн;
-Анне, ку сан ĕçÿ мар. Авланасси манран килет,-парăнман ывăлĕ. -Валюк авлантăр, Зоя унпа пĕр çулта. Лайăх мăшăр пулать.
-Валюк, эсĕ хирĕç мар-и; Çапса вĕле-реймĕн вĕт Кирука. Пултарайман çынран пулмасть пулĕ çемье çавăрса ача-пăчаллă пуласси. Валюк, мăшăрлан, Зоя начар хĕр мар,-тархасланă амăшĕ кĕçĕн ывăлне.
Чăнах та, Валюк килĕшнĕ. Авланса Зойăпа пурăнма пуçланă.
Каярахпа çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕн çуртĕн-чен уйрăлса тухнă. Кермен пек çурт тунă. Ача-пăчаллă пулнă. Ял тĕлĕнсе тăмалла пурăннă.
Кирук вара ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттернĕ. Уншăн колхозра ĕç пĕтмен.
-Миккуль юлташăма нихăçан та каçармастăп. Вăл мана туй мыскари кăтартса çемьеллĕ пурнăçран пистерчĕ,-тенĕ Кирук пичче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика