АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă уявпа

09 ноября 2018 г.

Сумлă уявпа

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе пĕр вăхăталла килчĕ Тĕмерти сумлă ĕç ветеранĕн Юлия Ивановна Чумышеван 95 çулхи юбилейĕ. Паллă уявпа ăна Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, шкул директорĕпе унăн çумĕ А.Николаевапа Р.Якуркина, культура çурчĕн заведующийĕ И.Краснова саламланă.
Геннадий Иванович тыл ĕçченне, нумай çул шкул библиотекинче тăрăшнă Ю.И.Чумышевана Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне, асăнмалăх парне панă.
Хăй çуралнă Вăрманхĕрри ялĕнчен икĕ çăмăл машинăпа тăванĕсем, кÿршисем, пĕрле ĕçленисем тата ытти хăнасем килсен салтак арăмĕн куçĕсем шывланнă. Санкт-Петербургран, Шупашкартан тата ытти çĕртен мăнукĕсемпе вĕсен ачисем те çитнĕ Юлия Ивановнана саламлама. Хальлĕхе вĕсем 13-ĕн.
«Йыш татах та хушăнĕ-ха, вĕсене те курасчĕ. Самани çеç лайăх тăтăр, мирлĕ пултăр»,_ тет çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ ветеран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика