09 ноября 2018 г.
СССР, РСФСР, Чăваш АССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 95 çул çитет. Вера Кузьминична - чăваш халăхĕн чи юратнă артисчĕсенчен пĕри. 1923 çулта Енĕш Нăрваш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл, ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Çамрăк чухнех художество пултарулăх ĕçне хастар хутшăннă, юрра-ташша ăста пулнă.
1941 çулта Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах вăрçă пуçлансан, пулас артистсене вăхăтлăха салатса янă. Чăваш хĕрĕ Смоленск çывăхĕнче окоп чавнă, Мускав тăрăхĕнче вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ. 1943-1947 çулсем - сцена ăсталăхне илнĕ çулсем. Пултаруллă артист пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă учителĕсене халĕ те ырăпа аса илет: МХАТ актерне, СССР халăх артистне М.М.Тарханова, хастар ентеше Д.Д.Данилова, М.Н.Орлована тата ыттисене те.
1947 çултан пуçласа мĕн паянхи кунчченех Вера Кузьмина К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче тăрăшать. Çак тапхăрта 100 ытла роль калăпланă, вĕсен шутĕнче героикăлла, кулăшла, трагедиллĕ, сатирăллă сăнарсем... Çав хушăрах радиопа телевиденири постановкăсене те хутшăннă. Сцена çинчи чи малтанхи рольсенчен «Ĕлĕкрен туслисем» пьесăри Тоньăна палăртмалла. Театрăн тĕрлĕ тапхăрĕнче вылянă, куракансен асăнче юлнă хăш-пĕр рольсене асăнар: А.Фадеевăн «Çамрăк гвардийĕнчи» Ульяна Громова, А.Арбузовăн «Таня» драминчи Таня, Н.Айзманăн «Кай, кай, Иванари» Кĕтерук, Н.Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕнчи» Хветура, М.Ильбековăн «Хура çăкăрти» Сайте, Б.Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хăмла çырли» спектакльти амăшĕ ?Ольга/. Пирĕн ентеш тата нумай-нумай спектакльсенче ăнăçлă сăнарсем калăпланă.
В.К.Кузьминан сцена пултарулăхĕпе ăсталăхне чи хисеплĕ ятсем парса чысланă: Чăваш АССР тата РСФСР, СССР халăх артистки. Унăн ятне ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. «Халăхсен туслăхĕ» тата IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсем панă. 2017 çулта театр искусствине аталантарас ĕçе пысăк витĕм кÿнĕшĕн «Ылтăн маска» Раççейри наци театрĕн премине тивĕçнĕ. Тĕрлĕ медальсенчен паллăраххисем «Мускава хÿтĕленĕшĕн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ыт. те.
Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнче В.К.Кузьминан пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ятарлă стендсем йĕркеленĕ. Кунтах Вера Кузьмина хăй çĕлесе тĕрленĕ, спектакльсенче тăхăннă кĕпе те упранать. А.Майраслов калăпланă В.Кузьминан скульптури те пур. Вера Кузьминичнан 95 çулхи юбилейне халалласа музейра анлă курав уçăлнă. Унта спектакльсенче вылянă сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă самантсем, документсемпе ĕнентерÿ хучĕсем, хăй музея парнеленĕ экспонатсем.
В.К.Кузьминан пурнăçĕпе сцена ăсталăхĕ пирки тĕплĕнрех «Театр - манăн пурнăçăм» ?2004 ç./ кĕнекере паллашма пултаратăр.
Сумлă ентешĕн юбилейĕ ячĕпе хатĕрленĕ выставкăпа паллашма шкул ачисемпе учительсене, район çыннсемпе тĕрлĕ делегацисене музея йыхравлатпăр.