09 ноября 2018 г.
Тăрмăш - районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Сăмахăм паян кунта пурăнакан Светлана Васильевна Сельмина пирки. Молодежнăй урамри çурта эпир, АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ-сем, кăнтăрла тĕлĕнче çитрĕмĕр. Кил хуçи пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ.
-Сывă-и;-ыйтрĕ М.Я.Яков-лев, Союзăн районти уйрăмĕн ертÿçи. -Паян сирĕн пата çитсе курас, кăмăл-туйăма пĕлес терĕмĕр. Аслă ăрури çынсене манăçа кăлармалла мар. Вĕт-ха эсир хăй вăхăтĕн-че ĕç мала кайтăр тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.
Чăнах та çапла ĕнтĕ. С.В.Сель- мина - вăрçă ачисенчен пĕри. 1944 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Лачкасси ялĕнче йышлă çемь-ере çуралнă. Василий Александровичпа Агриппина Александровна çичĕ ачана кун çути панă. Çăмăл пулман вĕсене çав синкерлĕ вăхăтра ура çине тăратма.
-Колхоз уйĕнчен çуркунне крахмал пухса килеттĕмĕр. Анне кăмакара вĕтÿ пĕçерсе çитеретчĕ. Хуçалăхра ĕне тытни чылай çăмăллăх кÿнĕ,-аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Светлана Васильевна ?сăн ÿкерчĕкре/.
Шкул хыççăн Шупашкарти ПТУра каменщик профессине алла илнĕ. Комсомол путевкипе Çĕнĕ Шупашкар хулине хăпартнă çĕрте хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ хитре сăн-питлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр.
-Вулама юратнипех, пĕлÿ тĕнчи илĕртнипех пулĕ кайран Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Хамăр районти Кивĕ Пуянкассинчи тата районти библиотекăсенче тăрăшрăм,-терĕ лăпкăн калаçакан хĕрарăм.
Пултарулăхне кура ăна кĕçех райхаçат редакцине радиоорганизатор пулма куçарнă. Кунта вăл 1977 çулччен тăрăшнă. Унтан ăна Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме янă. 1981-1988 çулсенче çамрăк специалист Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра питех те яваплă ĕçре - партком секретарĕнче вăй хунă. Колхоз районта кăна мар, республикăра та палăрса тăнă. Производство участокĕсем ăнăçлă ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисем пиллĕке çитнĕ. Машинăпа трактор паркĕнче кăна 80 ытла механизатор вăй хунине каларĕ Светлана Васильевна. Ăна пултаруллă та ăста ертÿçĕсемпе - В.В.Федоровпа, В.В.Петуховпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ. Парти организацийĕ производство ыйтăвĕсене татса пама пур енлĕн пулăшнă. С.Сельмина хăйĕнчен те, çынсенчен те çирĕп ыйтнипе, тăрăшулăхĕпе, яваплăхĕпе палăрса тăнă, колхозра та, ял çинче те хисепре пулнă. 1984 çулта республика ушкăнĕн йышĕнче Германие кайса курнине те куç умне кăларчĕ ĕç ветеранĕ. Малаллахи пурнăçĕ унăн каллех библиотека ĕçĕпе çыхăннă. Вăл районта тĕп, каярах Тăрмăш библиотекинче тăрăшнă, 1997 çулта ял вулавăшĕ «Чи лайăх ĕçлекен библиотека» ята тивĕçнĕ. Светлана Васильевнана район хăй тытăмлĕхĕн Хисеп грамотипе наградăланă, вăл «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕç пулнă. 1999 çултанпа С.В.Сельмина тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ, пĕчченех кун кунлать. Кил-хуçалăхра тĕрмешет, пахча çимĕç, чечексем ÿстерет. Тăванĕсене вăй çитнĕ таран пулăшать. Телевизор, хаçат-журнал ăна пурнăçа пуянлатма пулăшаççĕ. Хăйĕнчен аслăрах юлташне хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшнине нумайăшĕ пĕлет.
-Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сире, Светлана Васильевна,-тесе сывпуллашрĕç АПК ветеранĕ-сем М.Я.Яковлев, Н.И.Иванов тата çак йĕркесен авторĕ 75 çула кайнă ĕç ветеранĕпе.
-Эсир килсе хавхалантарнипе çунатланса кайнă пекех туйрăм хама,-тесе ăсатрĕ хăнасене кил хуçи.