АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну монументне уçрĕç

02 ноября 2018 г.

Асăну монументне уçрĕç

Ĕнер Çĕнĕ Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче, йывăç паркĕпе юнашар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тата вăрçăран таврăнсан вилнисене асăнса лартнă палăка уçрĕç. Чи малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов сăмах илчĕ. Унтан Мучар чиркĕвĕн настоятелĕ Роман кĕлĕ турĕ, палăка сăвапларĕ.
Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Ломоносов сăмах илчĕ: «Кун пек монумент республикăра та питĕ сайра пулĕ»,-терĕ. Çакăн пек палăк туса лартнăшĕн пурне те тав турĕ.
Орест Васильевич Степанов запасри подполковник та икĕ ял çыннисем çакăн пек чаплă монумент туса лартма вăй çитернĕшĕн савăннине пĕлтерчĕ.
Канаш тата Тăвай районĕсен, Канаш хулин çар комиссарĕ Юрий Витальевич Барышов та тухса калаçрĕ, ăшă сăмахсем каларĕ. «Çĕршыв никама пăхăнманлăхĕшĕн, миршĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешсе пуç хунисем яланах асра пулччăр»,-тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.
Палăк тума хутшăннă ушкăн ертÿçи Сергей Николаевич Елисеев та хăйĕн çĕкленÿллĕ кăмăлне пухăннисемпе пайларĕ.
Афганистан вăрçине хутшăннисен канашĕн ертÿçин çумĕ Леонид Анатольевич Софронов Николай Сядорова медаль парса чыс турĕ.
Анатолий Алексеевич Альфонс подполковник тăван тăрăхра чылай çул пулман, икĕ ялĕ те самай улшăнни пирки пĕлтерчĕ.
Юрра-ташша кăмăллакансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Çак монумента тума республика бюджетĕнчен пĕр миллион та тăватçĕр çирĕм сакăр пин тенкĕ уйăрнă. Халăх тата вырăнти бюджет укçи-тенкин сумми - 537 пин тенкĕ. Пĕтĕмпе 2 миллион та 35 пин тенкĕ тăкакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика