02 ноября 2018 г.

«Тăвайри кооператив» потребобществăра ĕçлекенсенчен 80 проценчĕ ытла хĕрарăмсем. Ялсенчи лавккасенче, райцентрти тĕрлĕ производство участокĕсенче малта пыракансемпе паллаштарсах тăратпăр хамăрăн вулакансене.
«Ĕçрен хăраман, чăтăмлă, типтерлĕ те сăпайлă, хăйĕн тивĕçĕсем çине тÿрĕ кăмăлпа пăхакан хĕрарăм»,-теççĕ ĕçтешĕсем Ирина Кудряшова çинчен. Çăкăр заводĕнче 28 çул тăрăшнă май, тĕрлĕ профессине алла илнĕ вăл. Пĕремĕкпе сухари пĕçерессипе чăн-чăн маçтăрах тухнă. Вырăнта кăларакан çак тата ытти продуктсене район çыннисем кăна мар, хăнасем те кăмăлтанах туянса каяççĕ. «Кучченеçлĕх те пултăр-ха, питĕ юратаççĕ Тăвайсен пĕремĕкне, сушки-сухарине»,-теççĕ ытларахăшĕ.
Ытларикун, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, потребобществăн маттур хĕрарăмĕн 55 çулхи сумлă юбилейĕ пулчĕ. Ĕçтешĕсем, ертÿçисем ырми-канми ĕçленĕшĕн тав туса, малашлăхра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Элпуç хĕрĕ ĕç çулне Владимир хулинче пуçланă. Шкул хыççăн пир-авăр фабрикине вырнаçса 10 çул ткачихăра тăрăшнă чăваш хĕрĕ. Ятне яман, хастаррисен йышĕнче пулнă. Мăшăрне те кунтах тупнă. Пурнăç урапи куснă май, Чăваш Енех илсе çитернĕ вăл çамрăк мăшăра. Ирина Николаевна Тăвай райповне ĕçе кĕрсе, паянхи кунчченех çак коллективран уйрăлман. Кăçалхи акатуйра район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Маларах Раççей потребкооперацийĕн хисеп паллипе чысланăччĕ. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ мăнукĕ чĕвĕл сассисемпе чунĕсене уçаççĕ. Пушă вăхăтра И.Кудряшова дачăна çÿреме юратать. Тĕрлĕ пахчаçимĕç лартса ÿстерет, çырла тĕмĕсем тухăçĕпе савăнтараççĕ.
«Пурнăçра темле йывăрлăх сиксе тухсан та алă усса ларакан йышши мар пирĕн Ирина»,-теççĕ юлташĕсем пулăшу аллине тăсма васкакан пирки.
Кооператорсен уявĕнче хисеплĕ юбилярпа юнашар ларакан хĕрарăма та ырă енчен кăна палăртмалла. Любовь Никифорова ?сылтăмри/ ĕçлеме Улянкă ялĕнчен çÿрет. 28 çул хушшинче ĕçре пысăк кăтартусемпе палăрнă. Çак хушăра темиçе профессине алла илме ĕлкĕрнĕ мал ĕмĕтлĕскер. Малтанах çăкăр пĕçерекенре вăй хунă. Пулă тăварлама та хăнăхса çитнĕч- чĕ. Повар, кондитер ĕçĕсене те пултарать. Пылак шывсем кăларакан цехри ĕç процесне лайăх пĕлет халĕ унта тăрăшакан Любовь Егоровна.