АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем библиотекăра

02 ноября 2018 г.

Тăвайри «Централизациленĕ библиотекăсен системи» учрежденире «Хамăр пуласлăха йĕркелетпĕр: çамрăксем библиотекăра» семинар иртнĕ.
Библиотекăсем аслă ăрури çынсен ыйтăвĕсене те, çамрăксене те тивĕçтерме тăрăшаççĕ, ачасене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Çамрăксем кĕнеке вуламаççĕ, текен шухăш çирĕпленсех пырать пирĕн хушăра çавах. Çапла-ши; Мĕн тумалла библиотекăсен залĕсенче вулакансене ытларах курас тесен;
Çак темăна информаципе методика пайĕн заведующийĕ А.Андреева тĕплĕн уçса панă. Çамрăк вулакансен аудиторине тивĕçтермелли çĕнĕ майсем пирки сăмах хускатнă.
Централизациленĕ библиотекăсен системин директорĕ В.Павлов йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе калаçу пуçарнă, библиотекăсен ĕçĕсене тишкернĕ.
Комплектлакан пай заведующийĕ Н.Соколова 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнас ĕçе мĕнле йĕркелемелли çинчен тухса калаçнă.
Кивĕ Пуянкасси ялĕнче библиотекăра ĕçлекен С.Кон-стантинова вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлĕ япаласем тăвас, эрешсем хатĕрлес енĕпе мастер-класс панă.
Çамрăксене интереслĕ пултăр тесен вулавăшра илĕртÿллĕ зал пулмалла. Библиотекăра пурнăçлама май пур проектсем шухăшласа кăларма сĕнмелле вĕренекенсене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика